Кайнлыкский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СЫВЛĂХ КУНĔ

03 марта 2007 г.

Нарăс уйăхĕн 23-мĕшне, йăлана кĕнĕ йĕркепе, хиртимăнтăрсем сывлăх кунне халалларĕç. Культура çурчĕ умĕнче ватти те, вĕтти те хĕвĕшрĕ. Уява ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Журавлев тата пултарулăх ертỹçи Валентина Данилова уçрĕç. Вĕсем çĕршыва хỹтĕлекенсен кунĕ ячĕпе саламларĕç, çирĕп сывлăх, вăхăта усăллă ирттерсе лайăх канма сĕнчĕç. Ăмăртăва футболистсем уçрĕç. Кунта виçĕ команда тупăшрĕ. Вĕсем: "Золотой червонец", "Торпедо" тата "Близнецы". Пĕрремĕш вырăншăн "Золтой червонец" тата "Торпедо" хушшинче хĕрỹллĕ тупăшу пулчĕ. "Золотой червонецшăн" шкул ачисем вылярĕç: Александр Медведев, Василий Назарук, Дмитрий Тимофеев, Сергей Воронцов, Виталий Можаев. "Торпедо" йышĕнче ял ĕçченĕсем пулчĕç: Александр Самарин, Александр Васильев, Александр Иванов, Олег Александров, Юрий Данилов, Николай Данилов, Дмитрий Медведев. Салтакра пулнисем 4:1 шутпа выляса илчĕç. Йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕнче Николай Смирнова çитекенни пулмарĕ. Кĕçĕннисенчен Сергей Васильев малти вырăнта пулчĕ. Пăшалпа тĕл перессипе вара Леонид Кондратьев çĕнтерчĕ. Сĕтелçи теннисра хĕрсем те, каччăсем те вăй виçрĕç. Хĕрсем хушшинче Инга Афанасьева мала тухрĕ. Каччăсенчен Александр Васильев пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Бильярд ăмăртăвĕнче Петр Журавлева çитекен пулмарĕ. Çамрăк пулсан та, хăйĕнчен аслăраххисене çĕнтерме вăй çитерчĕ. Шашистсенчен Александр Васильев, Алеша Тимофеев, Евгений Степанов чи вăйлисем пулчĕç. Çĕнтерỹçĕсене дипломсемпе парнесем парса чысларĕç. "Сывлăх - спортра" девизпа иртрĕ çак кун. Кашнийĕ ăмăртăва хастар хутшăнчĕ. Унсăр пуçне тĕрлĕ вăйăсем те вылярĕç. Культура çуртĕнче çав кун хаваслă шăв-шав татăлмарĕ. Çак уява йĕркелекенсене, культура ĕçченĕсене тав сăмахĕ калас килет. Вĕсем ертсе пынипе иртрĕ ĕнтĕ çак хаваслă та савăнăçлă уяв.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429143, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Починок-Быбыть, ул. К.Маркса, д.4
Телефон: 8(83539) 33-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика