Кайнлыкский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уяв савăнăç парнелетĕр

24 декабря 2021 г.

Çĕнĕ Çул тата Раштав уявĕсем умĕн эпир хамăрăн кил-çурта е хваттере йăлтăр-ялтăр япаласемпе илемлетме тăрăшатпăр. Анчах хăшпĕр чухне пушар хăрушсăрлăх правилисем çине алă сулатпăр. Çăмăлттайлăха пула илемлĕ елкăсăр, сĕтел-пукансăр тата пурăнмалли хăтлă çурт-хваттерсĕр те тăрса юлма пултарнине шута илместпĕр.
Чи малтан чăрăша лайăх вырнаçтарса лартмалла, унăн никĕсĕ çирĕп те тăн-тăн пулмалла. Чăрăшăн тураттисемпе тăрри стенасене, маччана, сĕтел-пукана тата килти ытти япаласене лексе тăмалла мар. Унсăр пуçне вăл ăшăтмалли приборсенчен айккинерех, пÿлĕмрен тухса-кĕме чăрмантарман вырăнта пулмалла.
Бенгаль çулăмĕсемпе, петардăсемпе, хлопушкăсемпе пÿртре усă куратăр пулсан вĕсен хĕлхемĕ чылай аякка сапаланма, йăсăрланса çулăм кăларма пултарнине асра тытмалла. Уяв пÿлĕмĕнче шыв пичкипе хăйăр ещĕкĕ пулсан аван.
Енчен те электрогирлянда хыпса илес пулсан чи малтан ăна розеткăран кăлармалла. Телефонпа «01» /кĕсье телефонĕпе «101», «112»/ номер çине шăнкăравламалла. Тăхтаса тăмасăр чăрăша урайне йăвантарса хулăн пусмапа хупламалла. Чĕрĕ чăрăша шывпа та сапса сÿнтерме юрать. Анчах çак мел искусствăлла елкăна сÿнтерме юрăхлă маррине асра тытмалла. Мĕншĕн тесен синтетика материалĕсем çулăмпа хыпса илсен ирĕлнĕçемĕн юхса сапаланаççĕ. Шыв сапсан çунакан тумламсем айккинелле сирпĕнсе çунакан лаптăка тата та пысăклатаççĕ. Унтан çулăма хăйăрпа сапмалла е огнетушительпе усă курса сÿнтермелле. Çунакан полимер япаласем питĕ наркăмăшлă. Çавăнпа çулăма кĕске вăхăтра сÿнтерме май килмесен çуртран васкавлă тухмалла, пушар хуралĕн ĕçченĕсем килессе кĕтмелле.
Çывхарса килекен уявсем хаваслă иртчĕр, ырă та лайăх самантсемпе çеç асра юлччăр!
И.АНАНЬЕВ,
31-мĕш пушар чаçĕн начальникĕ

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429143, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Починок-Быбыть, ул. К.Маркса, д.4
Телефон: 8(83539) 33-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика