Кайнлыкский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Садра ĕçлени кăмăл-туйăма çĕклет

28 сентября 2021 г.

Шăрăх çу кунĕсем иртнине сиссе те ĕлкĕреймерĕмĕр. Хирти, пахчари ĕçсене пуçтарса пĕтерме васкатакан ăмăр кĕркунне çитрĕ. Тÿпери хĕвел çуллахи пек хĕртмест, каçсерен урамра сивĕтет, ытларах чухне çиллĕ, çумăрлă çанталăк тăрать.
Хирти Мăнтăрта пурăнакан Альбинăпа Иван Гавриловсен чаплă та пуян пахчи çинчен маларахах илтнĕ-ха. Кайса курма вара хальтерех çеç май пулчĕ.
Мăшăр Шупашкар хулинче троллейбус водителĕнче тăрăшса тивĕçлĕ канăва кайнă. Яла килсен сад ĕçĕпе «чирлемеллипех чирленĕ». Паллах, çак кăсăкланура сĕнÿ-канаш паракан опытлă сад ăстин, Муркаш районĕнче Хорнуй ялĕнче пурăнакан Александр Ванюшкинăн тÿпи пысăк. Вăл Альбина Михайловнăн куккăшĕ пулать. Шăпах вăл Гавриловсене сад ĕçĕнче пĕрремĕш утăмсем тума пулăшнă. Мăшăра сĕнÿ-канашпа та, тĕрлĕ калча-хунавпа тивĕçтерсе пулăшать, хавхалантарать.
Сад ăстисен пахчине кĕрсен вара ешĕл çăтмаха лекнĕнех туйрăм хама. Вĕсен пахчинче хальччен курман-илтмен тата пирĕн тăрăхра çимĕç параяссине шутлама та пултарайман темĕн тĕрлĕ йывăç-тĕм çитĕнет.
Тĕлĕнсе каймалла, Альбина Михайловнăпа Иван Иванович иçĕм çырлин 30 ытла сортне /«Мускатный», «Русский ранний», «Белое чудо», «Русбол», «Тимур» тата ытти те/ çитĕнтереççĕ. Çак сĕтеклĕ çырла тĕмĕсем вĕсен уçă вырăнта çеç мар, теплицăра та вырăн тупнă.
Кунта сарă, хĕрлĕ çырла паракан, ремонтатлă хăмла çырли /«Беглянка», «Гусар», «Геракл», «Маросейка», «Пингвин», «Оранжевое чудо» тата ытти те/, хура хăмла çырли /«Торнфри», «Блэк Сатин», «Торнлесс», «Эвергрин»/ тата кĕрен, хĕрлĕ, хура хурлăханăн тĕрлĕ сорчĕсем çимĕçĕсемпе савăнтараççĕ.
Аçтăрхан, шĕшкĕ мăйăрĕсен, гуми, миникиви, абрикос йывăçĕсемпе тĕмĕсем… Декоративлă тĕмĕсем: тамарикс, хăвăш ?жимолость/, гортензи, кизильник, дейция… Тĕрлĕ тĕслĕ чечексен сорчĕсем: клематис, роза, бузульник, хризантема… Пирĕн тăрăхра ирĕкре çитĕнмен çимĕçсен тĕмĕсемпе йывăçĕсем: зизифус, инжир, годжи… Лăсăллă йывăçсемпе тĕмсем: кăвак чăрăш, уртăш /можжевельник/… пахчара вырăн тупнă.
— Сад-пахчара  тăрăшни  пире  хавхалантарать,  вăй  парать,  киленÿ  кÿрет.  Кашни ÿсен-тăран  хăйне  евĕрлĕ.  Çавна пула  вĕсене  пăхас  ĕçĕн  те  хăйĕн  сĕмĕсем /нюанс/ пур. Сăмахран, пĕрисем нумай «ыйтмаççĕ», лайăх çитĕнеççĕ. Теприсем пĕчĕк ача пек юнтармăш, ачаш. Вĕсене çитĕнме кирлĕ условисем туса памалла. Пĕри хĕвел çути лайăх лекекен вырăна юратать, тепри сулхăнта лайăх çитĕнет. Пĕрисене ирĕккĕн шыв шăварас пулать, теприсем сивве чăтаймаççĕ. Пĕтĕм уйрăмлăха шута илсе ĕçлемелле. Эпир лавккара сутакан имçамсемпе усă курма питех тăрăшмастпăр. Çумкурăксемпе, сиен кÿрекен кăпшанкăсемпе халăх меслечĕсемпе усă курса кĕрешетпĕр. Пирĕн ĕçре, паллах, пĕр вăрттăнлăх пур — хăть мĕнле ĕçе ырă кăмăл-туйăмпа пуçăнмалла, вăхăтра акмалла, лартмалла, пĕлсе, юратса пăхмалла, — пĕлтерчĕç йывăç-тĕмсем епле çитĕннипе, мана хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарса Гавриловсем.
Чăннипех те Гавриловсем патĕнче курса киленмелли те, пĕлмелли те нумай пулчĕ маншăн. Эпĕ чăн-чăн çăтмах пек туйăнакан йывăç-тĕм, ÿсен-тăран тĕнчин хуçисенчен çитес çулхи çуркунне тĕрлĕ калча-хунав туянас çирĕп тĕллевпе уйрăлтăм.
С.ЕФИМОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429143, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Починок-Быбыть, ул. К.Маркса, д.4
Телефон: 8(83539) 33-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика