Кайнлыкский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туянаканăн тулли кăмăлĕ сутуçăран килет

25 июля 2021 г.

юль уйăхĕнче юлашки эрнери шăматкун сутуçăсем, халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекенсем професси кунне уявлаççĕ. Раççейре çак уяв официаллă майпа 9-мĕш хут иртет. Çĕршыври экономикăпа политика лару-тăрăвĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнакан суту-илÿ сферинче ĕçлекенсемпе эпир кунсеренех тĕл пулса хутшăнатпăр. Вĕсем пире апат-çимĕç, кĕпе-тумтир, савăт-сапа, ĕç хатĕрĕсем, стройматериал тата пурнăçра кирлĕ ытти нумай япаласем туянма пулăшаççĕ. Паллах, ăшă кăмăлпа ырă сунса кĕтсе илекен, тараватлăн тавар туянма сĕнекен сăпайлă сутуçă ĕçлекен лавккана кĕме уйрăмах кăмăллă.
«Туянакан яланах тĕрĕс» каларăша пăхăнса тăрăшсан ĕçлеме те çăмăлраххине, юнашар вăй хуракан ĕçтеш шанчăклă пулнине, пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланнине шута илсе вăй хураççĕ Йăлмахвари лавккара тăрăшакан сутуçăсем — Людмила Кузьминапа Венера Смирнова. Вĕсем таварпа тулли сентресен ассортиментне тăтăшах çĕнетеççĕ. Ял çыннисене кирлĕ таварсемпе яланах вăхăтра тивĕçтереççĕ. Туянакансен кăмăлне тупайни, вĕсем лавккана лайăх, ырă кăмăлпа килсе çÿрени сутуçăсемшĕн чи пахи.
Туянакансем те тĕрлĕрен пулаççĕ: хăшĕ-пĕри пит калаçма юратмасть, тепри ялта çеç мар, тĕнчере мĕн пулса иртнине те сÿтсе явма пултарать. Чунри йывăрлăхне каласа парса кăмăл-туйăмне çăмăллатакансем те, хăйсем патне пысăк тимлĕх уйăрма хистекенсемпе кăмăлсăррисем те пур. Сутуçăн вара ача кăмăлне те юрамалла, ваттине те кÿрентермелле мар.
Людмила Кузьмина ялти лавккара 20 çула яхăн ĕçлет. 10 çул ытла заведующи тивĕçĕсене пурнăçлать вăл. Ял çыннисемпе ĕçтешĕсем ăна правурлăхĕшĕн, маттурлăхĕшĕн, тăрăшулăхĕшĕн хисеплеççĕ. Тавар туянакансем яланах ырлаççĕ ĕçчене.
Людмила Йăлмахвара Ефросинья Николаевнăпа Георгий Анисимович Хораськинсен нумай ачаллă çемйинче çуралса ÿснĕ. Малтан Йăлмахвари тĕп шкулта, унтан Хирти Мăнтăрти вăтам шкулта вĕреннĕ. Çитĕнсен хĕр Шупашкар хулинче бухгалтер-экономист профессине алла илнĕ. Лавккана ĕçлеме киличчен вырăнти колхозра тăрăшнă. Унтан пĕр вăхăт шкул столовăйĕнче поварта вăй хунă. Ĕçе яваплă та тĕплĕ пурнăçлама хăнăхнă Людмилăна ревизор тивĕçĕсене пурнăçлама та пĕрре çеç мар шаннă.
2002 çулта райпон Йăлмахва ялĕнчи лавкка çуртне çĕнетсе юсанă. Вăл вăхăтра унта Вера Даниловăпа Фаина Хайруллина ĕçленĕ. Çĕнетнĕ лавккана виççĕмĕш сутуçă кирлĕ пулнă. Заведующи тивĕçĕсене пурнăçлакан Вера Васильевна Людмилăна пĕрле ĕçлеме чĕннĕ. Опытлă ĕçтешĕсем, Верăпа Фаина, Людмилăна профессин хăйнеевĕрлĕхĕсемпе паллаштарса, пĕлменнине тĕплĕн вĕрентсе, ăнлантарса ĕçлеме хăнăхтарнă. Паянхи кун Людмила профессие юратса вăй хуракан паха опытлă ĕçчен.
Людмила мăшăрĕпе, Альберт Германовичпа, виçĕ маттур хĕре пурнăç парнеленĕ. Иккĕшĕ — Машăпа Юля — çитĕннĕ, вĕренсе професси илнĕ, ĕçлеççĕ. Кĕçĕн хĕрĕ Ксюша кăçал 4-мĕш класа кайма хатĕрленет.
Тĕреклĕ хуçалăх картишĕ выльăх- чĕрлĕхпе, кайăк-кĕшĕкпе тулли. Пахчара тĕрлĕ пахча çимĕç, улма-çырла çулсерен йăтăнса пулать. Çурт умĕнчи пахчара илемлĕ чечексем çитĕнеççĕ. Людмилăшăн çемьере килĕшÿпе тăнăçлăх хуçаланни, çывăх çыннисен телейĕ пурнăçра чи хакли. Килте пĕтĕмпех лайăх пулсан кăмăл-туйăм та çĕкле- нÿллĕ, кăмăлтан ĕçлекенĕн ĕçĕ те ăнăçуллă.
С.ЕФИМОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429143, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Починок-Быбыть, ул. К.Маркса, д.4
Телефон: 8(83539) 33-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика