Кайнлыкский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ма хитре-ши Йăлмахва урамĕ?

16 июля 2021 г.

Тăван ял! Мĕнле илемлĕ те кашни çыншăн хаклă вăл. Маншăн чи хакли — Йăлмахва ялĕ. Ялта пурнăç чĕрĕлет, малалла тăсăлать. Ир пуçласа каçчен тăрмашакан халăх малаллах талпăнать. Йăлмахва ялĕнче питĕ ĕçчен çынсем пурăнаççĕ. Вĕсем — пур ĕçре те ăста. Сăмахран, арçынсем платник ĕçне питĕ лайăх тăваççĕ, кирпĕч хума та маçтăрсем. Хĕрарăмсем      вара — питĕ лайăх кил хуçисем. Çакнашкал çынсем ялта пурăннă чухне унăн пуласлăхĕ    те çутă. Ял пуласлăхĕ, илемĕ — ĕçчен      çынсенче.

Ялта пурăнакан çынсем хăйсен килти ĕçĕсене тăваççĕ, пахча çимĕçсем, улма-çырла лартаççĕ /çĕрулми, кишĕр, кăшман, редис, ыхра, улмуççи, хурлăхан, крыжовник тата ытти те/, тĕрлĕ выльăх- чĕрлĕх ĕрчетеççĕ /ĕне, сурăх, чăх-чĕп, хур-кăвакал, сысна/. Пулă тытма çÿреççĕ, кăмпа-çырла пуçтараççĕ, курăк çулаççĕ, утă хатĕрлеççĕ.

Сăмахăм малалла çак ялта çуралса  ÿснĕ Волковсен çемйи, Анатолий Алексеевичпа Раиса Витальевна пирки пырать. Пĕр-пĕрне килĕштерекен каччăпа хĕр çемье çавăрсан Комсомольски ялĕнче тĕпленнĕ, хваттер илме тивĕçнĕ. Анатолий Комсомольскинчи сельхозтехникăра нумай çул хушши шоферта ĕçленĕ, каярахпа  райпо шиномонтажĕнче вăй хунă. Рая çамрăклах «Эмитрон» заводăн Комсомольскинчи филиалĕнче ĕç стажне пуçланă, каярахпа нумай çул хушши райпо тытăмĕнче сутуçă пулса вăй хунă. Хĕрпе ывăл ÿстерсе çитĕнтернĕ вĕсем, 5 мăнукпа савăнса пурăнаççĕ.

Пенси çулне çитсен килĕшÿллĕ мăшăр тăван яла Йăлмахвана — Раисăн амăшĕн пушă ларакан çуртне пурăнма куçса килнĕ. Малтанхи çулсенчех кил-çуртне, вылăх-чĕрлĕх усрамалли витисене юсама пикеннĕ. Хуçалăхра кăмăлтан ĕçлет туслă мăшăр. Акă, вĕсем пÿрт умĕнчи пахчана та çĕнĕ карта тытса çавăрчĕç. Çак пахчара куçа илĕртекен чечексем лартса    ÿстереççĕ: салтак тÿми, рудбеки, темиçе тĕрлĕ петуни, герань, бархатцы, георгин, пион, роза, флокс тата ыттисем те.  Йăлмахва урамне таçтан аякран илем кÿрет Волковсен пахчи!

Раиса Витальевна чечек калчисене хăех акать, кайран теплицăна куçарса лартса ÿстерет. Тепĕр теплицăра пахча çимĕç калчисем ÿстерет. Вăл вĕсене лайăх пăхса тăрать, кирлĕ вăхăтра шăварать. Çак ырă кăмăллă хĕрарăм ытлашши юлнă калчисене ял-йыша укçасăрах валеçсе парать. Анатолий Алексеевич ытларах выльăх-чĕрлĕх пăхнă çĕрте вăй хурать.

«Тăван ялăм мана питĕ килĕшет. Маншăн вăл — чи илемли, чи пахи, чи пуянни. Чечексене питĕ юрататăп. Çак илем куçа савăнтарать, ял урамĕпе иртсе çÿрекен çынсем те пăхса киленччĕр», — тет Раиса Витальевна.

П.ЗАЙЦЕВ

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429143, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Починок-Быбыть, ул. К.Маркса, д.4
Телефон: 8(83539) 33-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика