Кайнлыкский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вулакансем ытларах пулни, хаçата кăмăллани ĕçлеме хавхалантарать

14 января 2021 г.

Хаклă вулаканăм! Паян хаçатăн çулталăкри пĕрремĕш номерĕ пичетленсе тухрĕ.
Вăхăт çиçĕм пекех хăвăрт иртет — палăртса хунă ĕçсене пурнăçласа ĕлкĕр çеç. Иртнĕ çул кĕтменлĕхсен, çирĕп тĕрĕслевсен çулталăкĕ пулчĕ пулин те эпир пуçа усмарăмăр, йывăрлăхсене çĕнтерсе малалла талпăнтăмăр. Чи малтанах хаçат страницисенче республика, район пурнă- çĕпе туллин паллаштарма тăрăшрăмăр. Унта çеç-и? Интернет хутлăхне кăмăллакансемшĕн социаллă сетьсенче те хыпарсемпе паллаштарсах тăтăмăр. Çулталăк хушшинче журналистсем ăçта кăна çитсе килмерĕç-ши, кампа кăна тĕл пулмарĕç-ши; Пирĕн пата çыру, хыпар çитерекенсем те сахал мар пулчĕç. Пирĕн ĕç пĕтĕмпех сирĕн, хисеплĕ вулакансен, куçĕ умĕнче. Эсир пирĕн ĕçе хаклакансем, пирĕн йăнăшсене куракансем. Кулленхи ĕçре йăнăш каясси те пулать. Вĕсемшĕн каçарăр пире.
Коронавирус пандемийĕ пуçланни те пирĕн ĕçе çĕнĕлĕхсем кĕртрĕ. Урăхла ĕçлеме хăнăхрăмăр. Мероприятисем ирттерме чарни, çынсемпе тĕл пулма май килменни те чăрмав кăларса тăратрĕ. Мĕн çырмалла, кампа тата мĕнле курнăçмалла? Кун йышши ыйтусем час-часах çуралнă. Апла пулин те редакци коллективĕ район çыннисемпе пĕрле интернет хутлăхĕнче расна тĕнче те йĕркелеме пултарчĕ. Маттур та пултаруллă çынсем хыпарсемпе, сăнÿкерчĕксемпе тивĕçтерчĕç, вăхăта мĕнлерех ирттерни пирки çырса пĕлтерчĕç. Ахальтен мар #КАÇАЛЕНКИЛТЕ акци те йĕркелерĕмĕр. Çак вăхăтра хисеплĕ вулакансем пирĕн пата вун-вун сăнÿкерчĕк вĕçтерчĕç. Тавах вĕсене. Çавăн пек майпах Аслă Çĕнтерÿ кунĕ умĕн хаçатра, «Каçал ен» хаçат редакцийĕн сайтĕнче тата социаллă сетьсенче «Вилĕмсĕр полк» акцие çутатрăмăр. Район çыннисем редакцие ярса панă сăнÿкерчĕксем юбилейлă Аслă Çĕнтерÿ кунне халалланă номерте вырăн тупрĕç.
Хаçат тусĕсен йышне ÿстерес тата кăштах та пулин çăмăллăх кÿрес тĕллев-пе кашни çырăнтару вăхăтĕнчех «Хаçат эсĕ çырăнан — йÿнĕрех салам паран» акци йĕркелетпĕр. Çак вăхăтра «Каçал ен» çырăнакансем хаçатра йÿнĕрех хакпа салам е пĕлтерÿ вырнаçтарма пултараççĕ.
Палăртса хăваратăп, кашни пуçарăва эпир хамăрăн тăван хаçат пĕлтерĕшне халăхра ÿстерес тĕллевпе йĕркелетпĕр. Вулакансем ытларах пулни, хаçата кăмăллани пире чунтан савăнтарать, ĕçлеме хавхалантарать. Хаçат редакцийĕнче кашни ĕçчен тăрăшуллă пулнипе, материалсене кăсăклă та яка чĕлхепе çырнипе пирĕн район хаçачĕ тĕрлĕ йывăрлăхсене çĕнтерсе паян та вулакан патне çитет. Кăçал «Каçал ен» /«Октябрь ялавĕ», «Паянхи сас»/ хаçат сумлă юбилейне паллă тăвать. Февралĕн 8-мĕшĕнче хаçат 90 çул тултарать. Юбилей ячĕпе хаçат страницисенче конкурссем те, ыйтăмсем те йĕркелĕпĕр, чи хастар хаçат тусĕсемпе паллаштарăпăр, пирĕн кулленхи ĕç пирки те каласа парăпăр.
Штатра тăман корреспондентсен çивĕч калемĕ айĕнчен вулакан чунне витерекен очерксем, асаилÿсем шăранса тухаççĕ. Вĕсем пулăшнипе кăçал нумай-нумай паха проекта пурнăçа кĕртес шухăш пур. Сирĕнтен хыпарсем, материалсем, аса илÿсем, сăнÿкерчĕксем кĕтетпĕр. Çырса пĕлтерĕр.
Çĕнĕ çула кашни çынах çĕнĕ тĕллевсемпе тата шухăш-ĕмĕтсемпе кĕрет. Эпир те 2021 çула ырă малашлăха ĕненсе кĕтĕмĕр. Çапла пулмалла та. Çакна та пĕлтерем. 2021 çултан районти «Каçал ен» хаçат малашне эрнере пĕр хут — кĕçнерникунсерен, 8 е 12 страницăпа — тухса тăма пуçлать. Çапла тума пирĕн учредитель — Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви — сĕннĕ. Сăмах май каласан, Шупашкар, Улатăр, Çĕмĕрле тата ытти районсен хаçачĕсем темиçе çул каяллах ĕнтĕ эрнере пĕр хут тухса тăраççĕ. Кăçалтан вара Канаш, Елчĕк, Пăрачкав, Шăмăршă районĕсен хаçачĕсем те эрнере пĕр хутчен вулакан патне çитĕç. Çакă вăл укçа-тенкĕпе тÿрремĕн çыхăннă. Малашне почтальонсем хаçата эрнере пĕр хутчен кăна салатĕç.
2021 çулхи пĕрремĕш çур çулта «Каçал ен» хаçат 2515 тиражпа пичетленсе тухрĕ. Ял тăрăхĕсенчи почта уйрăмĕсенче ĕçлекенсене, почтальонсене çакăншăн пысăк тав сăмахĕ калатпăр. Апла пулсан, хаçатăн ĕмĕрĕ вăрăм пултăрччĕ! Район хаçатне кашни килте вулаччăр!

А.ЕФРЕМОВА,
хаçат редакторĕ

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429143, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Починок-Быбыть, ул. К.Маркса, д.4
Телефон: 8(83539) 33-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика