Кайнлыкский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялсенче ырă улшăну чылай

30 апреля 2020 г.

Кайнлăк ял тăрăхĕ виçĕ яла пĕрлештерсе тăрать. Кунта чăвашсемпе тутарсем пĕр çемьери пек килĕштерсе пурăнаççĕ. Ял тăрăхĕнче вăтам шкул, ача сачĕ, фельдшерпа акушер пункчĕсем, клуб учрежденийĕсем, библиотека, ваттисен çурчĕ, магазинсем ĕçлеççĕ. Ялсем варрипе яп-яка асфальт çул тăсăлать, урамсене вара чул сарнă. Ял çыннисем халĕ пылчăк çăрмаççĕ. Пÿрт-çурта ăшăтма та унчченхи пек вутă хатĕрлесе нушаланмалла мар, «сенкер çулăм» кашни килтех пур. Пĕр сăмахпа каласан, паянхи кун ялта пурăнма пур услови те çителĕклĕ.
— Ял урамĕсем хăтлă та тирпейлĕ, илемлĕ пулччăр тесе кашни çулах чылай ĕç тăватпăр. Çулсерен пуçтарăнса йывăçсем лартасси, масарсене, Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçĕсене хунă ентешсене асăнса лартнă палăксем таврашне тирпейлесе тăрасси йăлана кĕнĕ пирĕн. Ял çыннисем ку ĕçсене хаваспах хутшăнаççĕ. Тирпейлĕхпе илем тÿрех куç умне курăнаççĕ, çавăнпа та кун пек ĕçсенчен турткаланса тăракансем çук, — пĕлтерет ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Альберт Кузьмин.
Ял тăрăхĕнче юлашки çулсенче нумай ырă улшăну пулса иртнĕ. Чылай çул яла килсе курман ентешсем чи малтанах ялсене кĕрекен çатма пек яп-яка асфальт çула курса тĕлĕнеççĕ, хуласенче те чылай вырăнта кун пек çулсем çуккине асăнаççĕ. Асфальт çула «Ял территорийĕсене аталантарасси» федераллă проектпа килĕшÿллĕн тунă, кĕске хушăрах çакăн пек чаплă çул туса пани ял çыннисемшĕн чăн-чăн парне пулса тăнă.
Пĕлтĕр ял тăрăхĕнче тирпей-илемпе çыхăннă тепĕр пысăк ĕçе пурнăçланă: ятарлă площадкăсем хатĕрлесе йăлари хытă каяш валли çĕнĕ йышши контейнерсем вырнаçтарса лартнă. «Халĕ килте пуçтарăнакан хыт каяша ăçта хумалла-ши тесе шухăшламастпăр. Контейнерсене вăхăтра пушатсах тăраççĕ, çÿп-çап вырăнĕсем тулса кайса шăршланса лармаççĕ», — пытармаççĕ ял çыннисем ку çĕнĕлĕхпе кăмăллă пулнине.
Çавăн пекех иртнĕ çул ял урамĕсенче çутă перекетлекен лампăсем вырнаçтарса тухнă, юпасем çине çĕнĕ счетчиксем лартнă. Унсăр пуçне пĕлтĕр Хирти Мăнтăр ялĕнче ачасене вылямалли ятарлă площадка вырнаçтарса лартнă. Шăпăрлансем унтан татăлма та пĕлмеççĕ, пушă вăхăт тупăнсанах карусельпе, чуччупа ярăнма унта васкаççĕ.
Ялсенче ырă улшăнусем пулсах пыраççĕ. Апла пулин те, темшĕн ял çамрăкĕсем хуланаллах туртăнни сисĕнет. Çакна ял тăрăхĕнче юлашки вăхăтра çамрăк çемьесем питĕ сахаллăн тĕпленни, «çĕнĕ кайăксем» хутран-ситрен çеç вĕçсе килни те çирĕплетет. Çавна май ялсенче çын шучĕ чакса пыни куçкĕрет. 2019 тата 2020 çулсен пуçламăшĕнчи кăтартусене танлаштарса тишкерсен çакă палăрать: 2019 çул тĕлне ял тăрăхĕнче пурĕ 1064 çын шутланнă, çулталăкран çак кăтарту 1027 çынпа танлашнă. 3 ялти 414 хуçалăхран хăшĕсемпе дача вырăнне çеç усă кураççĕ, хĕллехи вăхăтра вара вĕсем пушă лараççĕ. Тепĕр 20—30 çултан та ял урамĕсем ача-пăча сассипе янăрасса, ялсем тата та аталанса пырасса питĕ шанас килет…
Н.КАЛАШНИКОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429143, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Починок-Быбыть, ул. К.Маркса, д.4
Телефон: 8(83539) 33-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика