10 августа 2018 г.
— Хирти Мăнтăр вăтам шкулне 1980 çулта хута янă. Çитес вĕренÿ çулĕнче ачасене хăтлă та таса, çĕнетнĕ пÿлĕмсем кĕтсе илччĕр тесе куллен тăрăшатпăр. Акă, кăçал вăтам шкулти спортзала тĕпрен юсама тытăнтăмăр. Районти «Комсомольский РСУ» АХО ĕçченĕсем ĕçе вăхăтра вĕçлес тĕллевпе хавхаланса тăрăшаççĕ, — паллаштарать вырăнти ĕç-хĕлпе Александр Можаев директор.
Чăн та, эпир пынă вăхăтра кунта строительсем чылайăнччĕ. Пĕрисем стенасемпе маччасене штукатурка тăватчĕç, иккĕмĕшĕсем тăрăшсах урайне плитка саратчĕç. Йĕри-тавра ĕç шавĕ, апла пулин те вăл пурнăç пынине систернĕн, кăмăллăн илтĕнет. Шкулти спортзалра ĕç вĕрет. Кунта Николай Белков электрогазосварщик, Владимир Шемекеев, Алексей Кириллов, Леонид Трофимов тĕрлĕ ĕçе пурнăçлакансем тăрăшаççĕ. Вĕсем шаннă ĕçе яланах вăхăтра пурнăçлама хăнăхнă.
— Спортзалăн стенисемпе маччине штукатурка хыççăн шуратрĕç. Халĕ пирĕн черет: эпир урай сарма хатĕрленетпĕр, çавна май ытти тĕрлĕрен ĕçсене пурнăçлатпăр, — теççĕ маттур строительсем.
Вăтам шкулта юсав ĕçĕсене тĕпрен ирттерес тĕллевпе ятарлă программăна хутшăннă. Палăртнине пĕтĕмпех пурнăçлама 1074100 тенкĕ укçа уйăрнă, вĕсенчен 952500 тенки — федераллă бюджетран.
Хальхи вăхăт тĕлне арçын ачасен тата хĕрачасен хывăнса тумланмалли, физкультура учителĕн пÿлĕмĕсенче юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Çавăн пекех спортзала илсе каякан коридор урайне çĕкленĕ, плиткăсем сарса хăтлăлатнă. Планпа килĕшÿллĕн, шкулта çутă системине те çĕнетмелле. Электрокабельсене тĕпрен улăштарса энергие перекетлекен çĕнĕ йышши диод ламписем вырнаçтарĕç. Чÿрече рамисене пластикпа, алăксене улăштарĕç. Палăртнă пур ĕçе те августăн 20-мĕшĕччен вĕçлемелле.
— Эпир сывлăхлă ăру çитĕнтĕр тесе чылай ĕç туса ирттеретпĕр. Ÿсчĕр, вĕренччĕр, патшалăха, çĕршыва юрăхлă ÇЫН пулччăр, — терĕ, калаçăва вĕçленĕ май, Александр Можаев директор.
А.ИСАЕВА
Источник: "Каçал Ен"