Кайнлыкский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçчен çын яланах хисепре

20 июля 2018 г.

90 е ытларах çул тултарнă вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсем патне Владимир Путинăн саламлă çырăвĕсене çитересси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Çак кунсенче çакăн пек салам Хирти Мăнтăр ялне Мария Михайловна Данилова патне çитрĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов тата Кайнлăк ял поселенийĕн пуçлăхĕ Альберт Кузьмин ятарласа кинемее саламлама килсе çитрĕç, хаклă парнесемпе савăнтарчĕç. Александр Николаевич М.Даниловăна вăрçă вăхăтĕнче пуç усманшăн, çĕнтерĕве çывхартма тылра ырми-канми ĕçленĕшĕн тав турĕ, нумай çул сывлăхпа, ачасемпе мăнуксен пархатарне курса пурăнма сунчĕ.
Марье аппан пурнăçĕ çăмăл пулман. Вăл 1928 çулта Хирти Мăнтăр ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Унăн ашшĕпе амăшĕ колхозра ĕçленĕ. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансан çемье пуçне вăрçа илсе кайнă. Çапăçу хирĕнчен унăн пĕртен-пĕр çырăвĕ çитнĕ. Кайран вара вăл хыпарсăр çухални çинчен калакан хут килнĕ.
Ялти вăйпитти арçынсем вăрçăра пулнине кура пĕтĕм йывăр ĕç хĕрарăмсемпе ачасен черчен хулпуççийĕсем çине тиеннĕ. Марье те ыттисемпе тан колхоза çум çумлама, пахча çимĕç пуçтарма çÿренĕ, амăшне килти ĕçсене тума пулăшнă. Ялти 7 класлă шкула пĕтернĕ хыççăн Çĕнĕ Кипеçе вĕренме çул тытнă. Анчах вăтам пĕлÿ илме май килмен, амăшĕ йывăр чирленине пула Марьен каялла таврăнма тивнĕ.
Вăл колхозăн сысна фермине ĕçе кĕнĕ, 5 çул ытла унта лара-тăра пĕлмесĕр вăй хунă. Çав вăхăтрах хирти ĕçсенчен те юлман, çынпа тан тырă вырнă, тăпачăпа çапнă, пахча çимĕç пуçтарнă. Марье аппа чăх ферминче, унтан ĕне ферминче ĕçленĕ, çуллахи вăхăтра колхоз пайĕсене тума çÿренĕ, пĕр ĕçрен те пăрăнса юлман, хушнине тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă.
Халĕ кинемей Валерий ывăлĕн çемйипе пурăнать. Ывăлĕпе кинĕ, мăнукĕсем Марье аппана хисеплеççĕ, лайăх пăхаççĕ. Çакă мар-и ĕнтĕ телей?
— Ĕçрен хăраса тăмалла мар. Ĕç çинче пурнăç тытăнса тăрать. Çанă тавăрса вăй хураканăн мĕн кирли веçех пулать. Пурне те ман пекех нумай çул пурăнма, ачасемпе, мăнуксемпе савăнма сунатăп, — тет Марье аппа.

Н.КАЛАШНИКОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429143, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Починок-Быбыть, ул. К.Маркса, д.4
Телефон: 8(83539) 33-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика