Кайнлыкский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хастар, пултаруллă, маттур

29 июня 2018 г.

Ялти культура çуртне культура вучахĕ тесе каланине час-часах илтме пулать. Çав вучаха вара яланах хĕмлентерни паха, унсăрăн вăл сÿнсе ларма пултарать. Хирти Мăнтăрти культура çуртĕнче чăннипех талантлă ертÿçĕ вăй хунăран-и, пурнăç вĕресе çеç тăрать: концертсем, конкурссем час-часах иртеççĕ, кашни уяврах пуян программăллă мероприятисем савăнтараççĕ. Çавна май хаçат вулаканĕсене те культура çурчĕн пултаруллă ертÿçипе, хастар та маттур хĕрарăмпа Валентина Даниловăпа паллаштарас килет.
Валентина Петровна çак ĕçре тăрăшма пуçланăранпа кăçал 14 çул çитет. Ку хушăра культура çуртĕнче вăй хуракансем курăмлă чылай ĕç тунă. Акă 2009 çулхи декабрĕн 31-мĕ-шĕнче культура çуртне «сенкер çулăм» кĕртнĕ. Вăл ял çыннисемшĕн Çĕнĕ çул парниех пулнă. 2011 çулта вара «Компактлă çурт-йĕр» программăпа 500 ытла пин тенкĕ выляса илсе культура çуртĕнче юсав ĕçĕсем ирттернĕ. 2014 çулта тепĕр конкурсра çĕнтернĕшĕн панă укçапа музыка аппаратури туяннă, сцена çине тухмалли çĕнĕ тумсем çĕлеттернĕ.
В.Данилова йĕркелесе пынипе Кайнлăк ял поселенийĕнчи юрра-ташша ăста çынсем час-часах тĕрлĕ конкурссене хутшăнса палăраççĕ. Кунта «Шанăç» фольклор ушкăнĕ йĕркеленĕ. Вăл районта çеç мар, республикăри конкурссенче те час-часах малтисен ретне лекет. Коллектив кашни çулах «Яланах театр» конкурсра палăрать. Районта иртекен Акатуйра тата ытти уявсенче пултаруллă артистсем хăйсен юрри-ташшипе куракансене тыткăнлаççĕ. Акатуй тенĕрен, унти хăна çурчĕпе те Кайнлăк ял поселенийĕ кăçал 3-мĕш вырăна тухнă, ытти çулсенче те çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ.
— Ĕçлемесĕр пулмасть, паллах. Пур енĕпе те ĕлкĕрме тăрăшатпăр. Пĕр фестиваль-кон- курсран та айккинче тăрса юлман. Ачасемпе ачалла, çамрăксемпе çамрăкла, аслăраххисемпе тата хăйне май калаçатпăр. Пуринпе те килĕштерсе ĕçленинче пуль çитĕнÿсен вăрттăнлăхĕ, — уçать шухăшне Валентина Петровна.
Çавăн пекех юрра-ташша кăмăллакансем ĕç вăхăтĕнче агитбригадăпа çÿреççĕ. 2016 çулта ачасен пултарулăх ушкăнĕ «Чи лайăх ача-пăча агитбригади» ята та тивĕçнĕ.
Унсăр пуçне культура çур-тĕнче ĕçлекенсем хăйсен территорине çав тери типтерлĕ тытаççĕ, илемлетсех тăраççĕ. Унта пырса кĕме те питĕ кăмăллă. Вĕсен тăрăшăвĕ харама кайманнине пĕлтĕр республика шайĕнче «Ял поселенийĕсенчи чи хăтлă культурăпа кану учрежденийĕ» номинацинче 2-мĕш вырăна тухни те çирĕплетет.
Валентина Петровна хăйĕн тивĕçĕсене чунне парса пурнăçланине районта та, республикăра та пысăк хак параççĕ. Çакна çирĕплетекенни — Хисеп грамотисем, Дипломсем. Çав шутра Чăваш наци конгресĕн, Тĕп суйлав комиссийĕн, район администраци пуçлăхĕн, районти централизациленĕ клуб системин тата ыттисем те.
Хирти Мăнтăр культура çуртне кашни уявах халăх йышлăн пуçтарăнать. Унта кашни çулах Çăварни, Питрав уйрăмах асра юлмалла иртеççĕ. Ĕлĕкхи йăла-йĕркесене ял çыннисем ан манччăр тесе çулсерен вĕсене хаваслă йĕркелеççĕ. Кăçал Чăваш Республикинче И.Я.Яковлев çулĕ пулнă май Чăваш чĕлхи кунне те ял çыннисене асра юлмалла уявланă.
— Ялта çамрăксем халĕ питĕ сахалăн, апла пулин те савăнăçлă мероприятисенче халăх чылай: аслăрах çултисем çÿреççĕ. Культура вучахĕ ан сÿнтĕр тесен тĕрлĕ çултисене илĕртме пĕлмелле, тĕрлĕ енлĕ мероприятисем йĕркелеме тăрăшмалла. Пирĕн культура çурчĕн малашлăхĕ пурах, — тет маттур ертÿçĕ.
Сăмах май, Валентина Петровнăн мăшăрĕ Валерий Владимирович та юрра-ташша ăста. Вăл ялти культура çуртĕнче культорганизаторта ĕçлет, Комсомольскинчи «Каçал» халăх фольклор ансамблĕнче параппанпа вылять. Вĕсен хĕрĕ Надежда, мăнукĕ Лера та сцена çине час-часах тухаççĕ, кон- цертсенче хăйсен пултарулăхĕпе савăнтараççĕ.
Çак кунсенче Валентина Данилова юбилей кĕрекине ларчĕ.
— Юратнă ĕçре чунтан тăрăшрăм, малашне те ĕçлесшĕн-ха, халăха хамăрăн пултарулăхпа савăнтарасшăн. Эпĕ мухтанма пĕлместĕп, пирĕн ĕçе халăх хаклать, эпир яланах çын çинче, — пытармасть шухăшне пултаруллă хĕрарăм.
Н. КАЛАШНИКОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429143, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Починок-Быбыть, ул. К.Маркса, д.4
Телефон: 8(83539) 33-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика