17 апреля 2018 г.
2018 çулхи апрелĕн 19-мĕшĕнче республикăра, çавăн пекех пирĕн районта та, Пĕрлехи информаци кунĕ иртет.
Кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри - тавралăха тирпей-илем кĕртесси. Çавна май экологи субботникĕсем, Йывăç кунĕ йĕркелес темăсем çинче чарăнĕç. Çурхи ака-суха ĕçĕсене епле хатĕрленни, çавăн пекех нумай хваттерлĕ çуртсен харпăрлăхçисемпе ресурссемпе тивĕçтерекен организацисем çырмалли договорсем çинчен те калаçу пулĕ.
Вăхăт питĕ хăвăрт иртет. Умра - çу уйăхĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тăшмансене çĕнтернĕренпе кăçал 73 çул çитет. Çавна май информушкăн çак праçнике районта мĕнле хатĕрленнипе кăсăкланĕ, "Именем детства, во имя детства" ыркăмăллăх марафонĕ пирки те манмĕ.
Çак кун информаци ушкăнĕсем тĕрлĕ ялсене çитĕç, халăхпа, организацисемпе предприятисенче ĕçлекенсемпе куçа-куçăн тĕл пулĕç, калаçусем ирттерĕç.
Унсăр пуçне харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышăнĕç.
Источник: "Каçал Ен"