12 января 2018 г.
Январь уйăхĕнче Комсомольски вăрманĕнче çав тери чаплă йĕлтĕр трасси хута кайрĕ. Йĕлтĕрпе ярăнма кăмăллакансем хĕлĕпех ярăнчĕç унта.
Февралĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Енре "Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" 21-мĕш марафона Комсомольскинче уçрĕç. 2016 çулта районта пурăнакансем пухмача пуринчен те ытларах - 441 пин тенкĕ - хывнă.
Май уйăхĕнче Чăваш патшалăх пукане театрĕн-че республикăри чи маттур та ĕçчен хĕрарăмсене чысланă. Кĕçĕн Çĕрпỹел вăтам шкулĕн директорĕ Светлана Антонова "Женщина - директор года" номинацире 2-мĕш степеньлĕ, Алина Зайцева "Сельская женщина-предприниматель" номинацире 3-мĕш степеньлĕ Дипломсене тивĕçнĕ.
Июнь уйăхĕнче "Каçал" халăх фольклор ансамблĕ Питĕр хулинчи Акатуя хутшăннă.
Июлĕн 8-мĕшĕнче çур ĕмĕр пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл пурăнакан мăшăрсене Вера Федоровнăпа Виталий Борисович Мамуткинсене, Валентина Алексеевнăпа Юрий Сергеевич Тимофеевсене, Любовь Кирилловнăпа Виталий Яковлевич Ивановсене "Юратупа шанчăклăхшăн" медаль парса чысланă.
Июлĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев районта ĕçлĕ визитпа килнĕ. Вăл "Искра" колхозра, "Слава картофелю" агрофирмăра, "Комсомольское - Яльчики - Буинск - Полевое Шептахово" автоçула реконструкциленĕ çĕрте пулнă.
Августăн 5-мĕшĕнче Комсомольскинчи Çурçĕр поселокĕ никĕсленнĕренпе 70 çул çитнине уявланă.
Августăн 8-мĕшĕнче Александровка ял тăрăхĕнчи икĕ ялта - Александровкăра тата Луцкинче - фельдшерпа акушер пункчĕсем хута кайнă.
Августăн 12-мĕшĕнче "Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ врачĕ", "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ" тата "Ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ Вера Васильевна Лаврова çуралнăранпа 90 çул çитнине халалласа тĕп больницăра асăну хăми уçнă.
Августăн 28-мĕшĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕнче район администрацийĕн çĕнĕ пуçлăхĕпе - Александр Николаевич Осиповпа - контракт çырнă.
Сентябрĕн 4-мĕшĕнче РФ Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕн начальникĕ пулма Ринат Семигуллович Зайнуллина çирĕплетнĕ.
Октябрĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хастар шкул ачисемпе тĕл пулнă. Вĕсен йышĕнче Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем Владимир Прокопьев, Яков Макаров, Григорий Ильин, Сергей Иванов пулнă.
Октябрĕн 25-мĕшĕнче Урмаелти культура керменĕнче регионсем хушшинчи "Янра, хуткупăс!" фестиваль-конкурс иртнĕ.
Октябрĕн 27-мĕшĕнче районти тĕп больницăн ертỹçине Николай Алексеевич Васильева çирĕплетнĕ.
Ноябрĕн 25-мĕшĕнче Мускаври "Тăван çĕршыв ывăлĕсем" обществăлла организаци членĕсем района килнĕ, шкул ачисемпе, халăхпа тĕл пулнă. Декабрĕн 12-мĕшĕнче Мускаври П.И.Чайков-ский ячĕллĕ концерт залĕнче "Каçал" халăх фольклор ансамблĕн ертỹçине Владимир Павлова Раççей Правительствин "Душа России" премине парса чысланă.
Декабрĕн 19-мĕшĕнче Урмаелĕнчи культура çуртĕнче "Урмай" кинозал уçăлнă.
Источник: "Каçал Ен"