Кайнлыкский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăстасен ĕçĕсем илемлĕ

28 ноября 2017 г.

Чăваш хĕрарăмĕ мĕн ĕлĕкрен алă ĕçĕ тума ăста пулнă. Пир тĕртме те, çăм арлама та, кĕпе-саппун, тутăр çĕлеме те, тĕрлеме те, çыхма та вăхăт тупнă. Халĕ те çак йăлана чунтан юратакансем пур. Маттур хĕрарăмсем пушă вăхăт тупăнсанах тĕрлеме, чĕнтĕр çыхма лараççĕ. Вĕсен ĕçĕсем чăннипех илемлĕ. Пĕр-пĕрин паха япалисемпе паллашма, вĕренме час-часах выставкăсем йĕркелени пулăшать.

Акă, çак тĕллевпе районти "Çĕр тата çынсем" халăх музейĕн ĕçченĕсем çулсере- нех Анне кунĕ тĕлне ятарлă выставка йĕркелессине йăлана кĕртнĕ.

 Музей заведующийĕ Алена Полякова кашни çулах тĕрлĕ маршрутпа çỹрекен автобуссенче алă ĕçĕсен куравне йĕркелет. Пĕлтĕр, сăмахран, район центрĕнчен тĕп больницăна, Киров поселокне çỹрекен, пассажирсене турттаракан "ГАЗеле" алă ĕçĕсемпе пуçласа илемлетнине кашниех астăвать пулĕ. Кăçал "Комсомольски - Çĕнĕ Мăрат - Тăманлă Выçли" маршрут çинчи автобус салонне чĕнтĕрлĕ салфеткăсемпе, тĕрленĕ ал ă тутрисемпе, çыхнă тĕрлĕ тĕслĕ чечексемпе илемлетнĕ. Людмила Абусева, Зинаида Григорьева, Альбина Ефремова (Йăлмахва), Валентина Портнова (Тăманлă Выçли), Валентина Данилова (Хирти Мăнтăр), Светлана Порфирьева (Хирти Сĕнтĕр) ĕçĕсем салона хăтлăх кỹреççĕ, çутатса яраççĕ, чун кĕртеççĕ. Ĕненместĕр-и, çитсе курăр.

- Анне кунне уявланă май, "Пирĕн аннесен маттур аллисем" курава автомашина салонĕнче пуçласа йĕркелени те асрах-ха. Çула тухакансем выставкăна çав тери хапăлласа йышăнчĕç. Кăçал та автобус салонне илемлетме май тупрăмăр. Пирĕн тĕллев - кашни çын ăстасен ĕçне хак пама пултартăр, паллаштăр, - пĕлтерчĕ Алена Овиковна.

- Автомашинăра выставка йĕркелени чăннипех те ырă пулăм. Музея çитсе курмасăрах алă ăстисен ĕçĕсене хаклама май туса пани çав тери лайăх. Çула тухакан пассажирсем тĕлĕнĕвне пытармаççĕ. Эх! Епле илемлĕ, кунтан тухас та килмест, - теççĕ Çĕнĕ Мăратран килекен пассажирсем.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429143, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Починок-Быбыть, ул. К.Маркса, д.4
Телефон: 8(83539) 33-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика