Кайнлыкский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçре пултаруллисене хисеплĕ ятсемпе, грамотăсемпе чысланă

21 ноября 2017 г.

Ноябрĕн 10-мĕшĕнче районта Ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунне палăртнă. Çав уявра ĕçре малта пыракан, пултаруллă ентешĕмĕрсене тĕрлĕ шайри наградăсем парса чысларĕç. Акă вĕсем, ĕç паттăрĕсем:

Чăваш Республикин агропромышленноç комплексĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул тỹрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн "Слава" ЯХПК бухгалтерне Ангелина Тякановăна Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе наградăланă.

Чăваш Республикин агропромышленноç комплексĕн аталанăвне пысăк тỹпе хывнăшăн тата нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн "Слава картофелю" агрофирма тракторист-машинистне Сергей Павлова, "Труд" ЯХПК механизаторне Алексей Николаева, "Искра" колхоз операторне Инна Лебедевăна, "Родина" хресчен-фермер хуçалăхĕн тĕп бухгалтерне Ольга Челаковăна, "Слава картофелю" агрофирмăн кадрсен инспекторне Любовь Мамуткинана, Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин финанс тата кредит политики уйрăмĕн тĕп специалистне Ирина Воробьевăна Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Тав хутне парса чыс тунă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2017 çулхи октябрĕн 18-мĕшĕнчи 109-мĕш хушăвĕпе килĕшỹллĕн, ял хуçалăхĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн "Труд" ЯХПК механизаторне Минерамил Алимова "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ" хисеплĕ ят панă.

Чăваш Республикин агропромышленноç комплексĕн аталанăвне пысăк тỹпе хывнăшăн тата нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн "Заря" ЯХПК ĕçченĕ Валентина Прокопьева, "Слава картофелю" агрофирма менеджерĕ Алексей Щепетов, "Золотой колос" ООО коммерци директорĕ Раис Рахматуллин, "Золотой колос" ООО водитель-механикĕ Николай Шеверов, "Слава" ЯХПК ĕçченĕ Сергей Зайцев, "Победа" ЯХПК водителĕ Константин Мулгачев, "Восток" ЯХПК тĕп бухгалтерĕ Зинаида Андреева, "Победа" ЯХПК ĕçченĕ Сергей Данилов, "Восток" ЯХПК механизаторĕ Алексей Федоров, "Восток" ЯХПК водителĕ Викентий Ятманов, "Рассвет" ЯХПК операторĕ Татьяна Прокопьева, "Рассвет" ЯХПК машинисчĕ Юрий Кузьмин, "Рассвет" ЯХПК водителĕ Николай Шурин, хресчен фермер хуçалăх пуçлăхĕсем Николай Самаринпа Николай Васильев, "Рассвет" ЯХПК ферма ертỹçи Алексей Матросов, "Хлебозавод" ООО ĕçченĕ Альбина Муклукова, хресчен фермер хуçалăхĕн финанс директорĕ Минсихат Хайртдинов, "Асаново" ЯХПК тракторисчĕ Анатолий Волков Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ.

"Асаново" ЯХПК председательне Александр Бахтерова Чăваш Республикин Ĕç тата социаллă хỹтлĕх министерствин Хисеп грамотине парса чысланă.

"Ылтăн кĕркунне - 2017" Раççей агропромышленноç куравне хутшăннăшăн хресчен-фермер хуçалăхĕн ертỹçи Владимир Владимирович Белкин, "Изамбаевский" сĕт-çу завочĕн директорĕ Вадим Сергеевич Агамирян Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Тав хутне тивĕçнĕ.

А.ИСАЕВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429143, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Починок-Быбыть, ул. К.Маркса, д.4
Телефон: 8(83539) 33-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика