04 августа 2017 г.
Александровка тата Кайнлăк пĕр мандатлă суйлав округĕсенчи сентябрĕн 10-мĕшĕнче пулакан суйлав кунĕ тĕлне тăратнă кандидатсене регистрацилес ĕç малалла пырать. Августăн 3-мĕшĕ тĕлне икĕ округĕпе те вĕсен шучĕ - виçшер çын. Акă, августăн 2-мĕшĕнче Территориллĕ суйлав комиссийĕн ларăвĕнче Кайнлăк 7-мĕш округĕпе Александра Николаевна Валетовăна ("Единая Россия" парти сĕннĕ) тата "СПРАВЕДЛИВАЯ РОССИЯ" партин регионти уйрăмĕн пайташне Николай Геннадьевич Смирнова регистрациленĕ. А.Н.Валетова 1974 çулта çуралнă, вăтам професси пĕлĕвĕ илнĕ, вăхăтлăха ĕçлемест. Н.Г.Смирнов вара - 1990 çулхи, "Турхан" ЯХПК тракторисчĕ, Хирти Мăнтăр ялĕнче пурăнать.
Александровка пĕр мандатлă 11-мĕш суйлав округĕпе августăн 2-мĕшĕнче А.П. Авдеевăпа ("Единая Россия" партирен) В.А.Краснова ("СПРАВЕДЛИВАЯ РОССИЯ") регистрациленĕ. Антонина Петровна 1980 çулта çуралнă, ятарлă вăтам пĕлỹллĕ, вăхăтлăха ĕçсĕр. Владимир Анатольевич - 1950 çулхи, ятарлă вăтам пĕлỹллĕ, пенсионер. Иккĕшĕ те Киров поселокĕнче пурăнаççĕ.
Н.РОЗОВА
Источник: "Каçал Ен"