Кайнлыкский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта ĕçлĕ визитпа - Михаил Игнатьев

14 июля 2017 г.

Июлĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ĕçлĕ визитпа районта пулнă. Çавна май вĕсем, район тата район администрацийĕн пуçлăхĕсем Хасиятулла Идиатуллинпа Алексей Самаркин, ял хуçалăх производство кооперативĕсен, колхозсен, фермер хуçалăхĕсен ертỹçисем "Искра" колхозра, "Слава картофелю" агрофирмăра пулнă, "Комсомольское - Яльчики - Буинск" - Полевое Шептахово автоçула реконструкциленĕ çĕрте ĕçсем епле пынипе кăсăкланнă.

Чи малтанах ĕçлĕ ушкăн "Искра" колхоз ĕç-хĕлĕпе, выльăх-чĕрлĕх апатне хуçалăхра епле хатĕрленнипе паллашнă.

"Искра" колхоз - районти ытти хуçалăхсемпе танлаштарсан маттур ĕçлесе пыраканнисенчен пĕри. Паянхи куна хуçалăх ытларах выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе тата ỹсен-тăран акса-лартса çитĕнтерессипе ĕçлет.Колхоз председателĕ Александр Зайцев пĕлтернĕ тăрăх паянхи куна хуçалăхра 500 пуç мăйракаллă шултра выльăх. Сăвакан ĕнесем пурĕ - 140 пуç. Кăçал вĕсен сăвăм аванах ỹснĕ. Пĕлтĕрхи çак тапхăрта колхозра кашни ĕнерен вăтамран 22,5 килограмм сĕт суса илнĕ пулсассăн, кăçал 26,3 килограмм сăваççĕ.

Михаил Игнатьев уйрăмах выльăх-чĕрлĕх апачĕ хатĕрленипе кăсăкланнă. "Искра" хуçалăх кăçал пĕтĕмпе 878 гектар çинче тыр-пул акса хăварнă. Асăннă лаптăкран 490 гектарĕ пăрçа тата тĕш тырă культури, куккурус 70 гектар çинче çитĕнет, 318 гектар çине пĕр çул ỹсекен курăк акнă.

Кăçал çутçанталăк сахал мар йывăрлăх кăларса тăратнăран выльăх-чĕрлĕх апачĕ хатĕрлемелли ĕç те вăраха кайрĕ. Уттине вăхăтра çулса типĕтме май çукки те ял ĕçченĕсене сахал мар шутлаттарать. "Искра" колхозра тăрăшакансем вырмана та пĕлтĕрхинчен ик-виç эрне каярах юлса тухассине пĕлтереççĕ. Апла пулин те хуçалăхра йывăрлăхсене çĕнтерсе хĕл каçма çителĕклĕ выльăх апачĕ хатĕрлеме тĕллев лартнă.

Михаил Игнатьев Хырай Ĕнелĕнчи фельдшерпа акушер пункчĕн строительство ĕçĕпе кăсăкланнă. Аса илтеретпĕр, Александровка ял тăрăхĕнче кăçал икĕ ФАП - Александровкăра тата Хырай Ĕнелĕнче - хута каймалла. Ял çыннисем объектсене ĕçе кĕртессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.

"Слава картофелю" агрофирмăра пулнă май Михаил Васильевич хуçалăхра çĕрулмине çĕнĕ технологипе лартса çитĕнтернипе паллашнă. Агрофирма пысăк технологиллĕ хатĕрсемпе чăннипех пуян. Тухăçа пуçтармалли хатĕрсем тата ăна упрамалли ятарлă вырăнсем пĕтĕмпех хальхи пурнăçпа тỹр килеççĕ.

Предприятин генеральнăй директорĕ Хасиятулла Идиатуллин каланă тăрăх кăçал вĕсем 990 гектар çинче тĕрлĕ культура акса хăварнă. Вĕсенчен 300 гектар çинче - çĕрулми.

Михаил Игнатьев агрофирмăра çĕр пахалăхне упраса хăварассишĕн ырми-канми тăрăшнине, биологизаци ĕçне те аван йĕркеленине уйрăммăн палăртса хăварнă.

"Комсомольское - Яльчики - Буинск" - Полевое Шептахово автоçула реконструкциленĕ çĕрте "ĕç вĕресе" тăрать. Асăннă çула реконструкцилеме 33,9 млн тенкĕ пăхса хăварнă.

Хирти Мăнтăр ялĕнче пурăнакан Галина Валетова ял-йыш ячĕпе çакăн пек пысăк объектсем тума витĕм кỹнĕшĕн, ял çыннисене пурăнма кирлĕ условисемпе тивĕçтернĕшĕн республика ертỹлĕхне чĕререн тав тунă.

А.АНТОНОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429143, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Починок-Быбыть, ул. К.Маркса, д.4
Телефон: 8(83539) 33-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика