14 июля 2017 г.
Пĕр йăхри ăстаçăсемпе чăваш халăхĕ ĕлĕкренех мухтанать, ăруран ăрăва куçса пырать вĕсен килĕшекен ĕçĕ. Вĕсем сахал калаçаççĕ, нумай ĕç тăваççĕ. Тахçанах паллă ĕнтĕ, ăçта пĕр йăхри ăстаçăсем ĕçлеççĕ, унта професси шайĕ пысăкрах, ĕç тухăçлăхĕ çирĕпленсе, тĕрекленсе пырать.
Давыдовсен пĕр йăхри пахча çимĕç ăстисен пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ - 70 çул. Пахча çимĕç ăстисен пуçлăхĕ Василий Давыдович Давыдов (1920-1999) Турхан ялĕнче çуралса yснĕ. "Знамя" колхозра вăл пуçарнипе пахча çимĕç çитĕнтерме тытăннă. Колхоз председателĕ Василий Давыдовича бригадир ĕçне шанса панă. Çăмăлах пулман малтанхи утăмсене тумашкăн, пахча çимĕçе упрама çителĕклĕ складсем пулман, тивĕçлĕ агрегатсем те çитмен, колхозниксене те пĕрремĕш хут колхоз уйĕнче çĕнĕрен те çĕнĕ пахча çимĕç сортне туса илме вĕрентсе пыма та вăхăт çитермелле пулнă. Çав вăхăтрах пахча çимĕç вăррисене туса илме пикенеççĕ, тухăç кашни çулах ỹссе пырать.
Вăхăт иртнĕçемĕн çак хуçалăхра чăн-чăн пахча çимĕç ăстисем çитĕнеççĕ. Çăмăл мар ĕçре колхозниксем çемйипех вăй хураççĕ, вĕсен ачи-пăчисем çамрăклах ĕçе вĕренсе ỹсеççĕ. Çĕре сухаламалли çĕнĕ технологипе усă курма, çĕнĕ сортсемпе колхоз уйне пуянлатма та пултарнă Давыдов бригадир. Ытти район çыннисем те паха опытпа паллашма "Знамя" колхоза темиçе хутчен те килсе кураççĕ, семинарсем те район шайĕпех йĕркелесе ирттернĕ. Çак пархатарлă йывăр ĕç колхоз кассине укçа-тенкĕ çулран-çул хушсах пырать, ял хуçалăх экономикине те çирĕплетет. "Знамя" колхоз вăл ĕçленĕ вăхăтра республикипе малтисен ретĕнче пулнă. Василий Давыдович 40 çула яхăн ертсе пынă пахча çимĕç бригадине.
Ĕçри çитĕнỹсемшĕн Василий Давыдовича "Ял хуçалăх тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ят парса чыс тунă (1975 çул). Пархатарлă ĕçшĕн Тăван çĕршывăн нумай наградисене илме тивĕçлĕ пулнă - Ленин орденĕ (1976 çул), Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ (1973 çул), Аслă Отечественнăй вăрçăн II степеньлĕ орденĕ, ВДНХ бронза медалĕсем (1974, 1978 çулсем), ЧАССР Верховнăй Совечĕн Хисеп грамоти (1970 çул).
Василий Давыдов хĕрĕ Олимпиада Васильевна Михайлова ашшĕн ĕçне малалла тăснă. Вăл Турхан ялĕнче çуралса ỹснĕ. Чăваш ял хуçалăх институтĕнче вĕреннĕ (1982 çул), пахча çимĕç бригадинче бригадирăн пулăшаканĕнче (1972-1978), "Знамя" колхозра экономистра (1979-1986), "Знамя", "Турхан" хуçалăхсенче пахча çимĕç бригадирĕнче (1986-2003) вăй хунă. Ĕлĕкрех хуçалăхсем умне патшалăх тивĕçлĕ план тăратнă. Пахча çимĕç тата унăн вăррисене туса илесси тĕп вырăнта пулнă. Кашни çулах плансене ỹстерсе панă. Пахча çимĕç туса илме колхоз çĕр лаптăкĕсене ỹстерсе пынă. Бригадăра ĕçлекенсен йышĕ те ỹссе пынă. Асăннă хуçалăхра пурнăç шайĕнчен кая юлса пыман колхозниксем, пахча çимĕçе туса илмелли ĕçре ĕçлемелли çĕнĕ техникăсем, агрегатсем туянма та пултарнă. Сухан-севок тăвасси çине те пысăк тимлĕх уйăрнă колхоз ертỹçисем. Канаш чугун çул станци-йĕнчен кашни çулах вакунĕ-вакунĕпе пирĕн тăрăхра туса илнĕ сухан-севока, пахча çимĕç вăррисене çĕршывăн тĕрлĕ кĕте-сĕсене палăртнă адреспа ăсатнă. Çак ĕçре Олимпиада Васильевнăн тỹпи те пысăк. Лайăх ĕçленĕшĕн ăна "Ял хуçалăх тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ят парса чыс тунă (1991 çул). Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин грамотине (2001 çул) тата ытти нумай Хисеп грамотисемпе тав хучĕсене илме тивĕçлĕ пулнă вăл. Пахча çимĕç ĕçĕнчи стажĕ - 23 çул.
Василий Давыдович Давыдовăн пархатарлă ĕçне малалла тăсаканĕ - мăнукĕ Николай Михайлов. Вăл "Турхан" ял хуçалăх кооперативне ертсе пырать. Пахча çимĕç туса илесси хуçалăхра çỹллĕ шайра пулса пырать. Сухан-севок, купăста, кишĕр тухăçлă çитĕнеççĕ, çĕр пахалăхĕ те çỹллĕ шайра, минераллă удобренисемпе усă кураççĕ. Хуçалăха Николай Владимирович 7 çул ертсе пырать.
Пахча ĕçĕ малашне те ăруран ăрăва куçса вăй илсе, аталансах пытăр. Ял ĕçченĕсене ырă сунатăп, вĕсем пирĕн пуласлăха тытса пыракансем!
П.ЗАЙЦЕВ
Источник: "Каçал Ен"