Кайнлыкский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентеш кире пуканĕ йăтассипе малта

07 июля 2017 г.

 Июлĕн 1-мĕшĕнче Мускавра чăваш наци халăхĕн "Акатуй" уявĕ иртрĕ. Уява Чăваш Республикине туса хунăранпа 97 çул çитнине тата икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ А.Г.Николаев летчик-космонавт 55 çул каялла вĕçевре пулнине халалланă.

Уявра чăвашсен паллă эстрада "çăлтăрĕсем", Мускаври "Атăл" хорĕ, фольклор коллективĕсем хутшăнчĕç. Çавăн пекех Акатуйра чăваш наци тумĕсемпе тата кухнипе паллаштарчĕç. Чăваш спортсменĕсем вара "Кĕрешỹ" ăмăртăвне йышлăн хутшăнчĕç. Кире пуканĕ йăтакансен ушкăнĕ те уява килнĕ çынсемшĕн питĕ илĕртỹллĕ пулчĕ. Пирĕн ентеш, Йăлмахва ялĕнче çуралса ỹснĕ Валерий Рыжов, 16 килограмм таякан пукана 200 хут çĕклесе пĕрремĕш вырăна тухса Диплома тивĕçрĕ.

Валерий Анатольевич Мускав облаçĕнчи Видное хулинче пурăнать. Çак хуларах вăл хăйне килĕшекен ĕçре вăй хурать. Нумай çул ĕнтĕ вăл пысăк автобуспа çынсене кирлĕ çĕре илсе çитерет. Организаци ирттерекен спорт ăмăртăвĕсене, спартакиадăсене Валерий яланах хутшăнма тăрăшать. Кире пуканĕ йăтакансен ушкăнне арçын 3 çул каялла ăнсăртран лекнине пĕлтерчĕ калаçу вăхăтĕнче. Спорта вăл мĕн пĕчĕкренех юратса ỹснĕ, 1986 çулта Комсомольски çар комиссариатĕнчен салтака кайма алла повестка илнĕ. Ростов облаçĕнче салтак службине хăйĕн йĕкĕреш-пĕртăванĕпе Володьăпа ирттернĕ. Спорт мероприятийĕсене вĕсем ун чухнех хавхаланса хутшăннă. Салтаксем 10 километр чупассипе ăмăртнă тупăшусенче унран иртекенсем, офицерсем хушшинче те, пулман тесе çи- рĕплетет Валерий. Çемье архивĕнче ăмăртусенче мала тухса тивĕçнĕ нумай награда упранать: медальсем, кубоксем тата Дипломсемпе Хисеп грамотисем.

Эпир хамăр ентеше татах та пысăк çитĕнỹсем тума сĕнетпĕр, таçта аякра пурăнсан та чăваш ятне çỹлĕ шая çĕкленĕшĕн унпа пĕрле савăнатпăр. Çитес çул Мускавра йĕркелекен чăвашсен "Акатуй" уявĕнче спорт программипе килĕшỹллĕн иртекен мероприятисене хутшăнма çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатпăр.

П.ЗАЙЦЕВ

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429143, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Починок-Быбыть, ул. К.Маркса, д.4
Телефон: 8(83539) 33-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика