Кайнлыкский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Утрăмăр та чупрăмăр çитмĕлтен те иртрĕмĕр

30 июня 2017 г.

Этем ĕмĕрĕ вăрăм пек те, анчах вăл ытла та хăвăрт иртет. Ахальтен мар ĕнтĕ районти Йăлмахва ялĕнче пурăнакан Петр Рыжов çапла калать: "Утрăмăр та чупрăмăр - çитмĕлтен те иртрĕмĕр. Вăхăт сисĕнмесĕрех иртрĕ. Ачасем çитĕнчĕç, мăшăрланчĕç, атте пулчĕç. Эпир ĕнтĕ мăнуксемпе савăнатпăр".

Рыжовсем ачисемпе, мăнукĕсемпе чăннипех мăнаçланаççĕ. Мăшăр - Галина Васильевнăпа Петр Егорович - тăватă ывăла пурнăç парнеленĕ, лăпка-лăпка ỹстернĕ, аслă пĕлỹ илме пулăшнă, мăшăрлантарнă. Паян вĕсем 8 мăнукĕпе чунтан савăнаççĕ. Йышлă çемье тăван киле пуçтарăнсассăн ача-пăча сасси тавранах саланать, тулли кĕреке хаваслăхпа тулать.

- Пĕрле пуçтарăнса савăннине мĕн çиттĕр? Ачасем инçе çула кĕскетсе тăван киле килессе чăтăмсăррăн кĕтетпĕр, - тет Петр Егорович.

Кил хуçи хĕрарăмĕ вара тĕпренчĕкĕсем килнĕ çĕре яланах тутлă апат-çимĕç хатĕрлет. Мăнукĕсем асламăшĕ пĕçерекен кукăле уйрăмах юратса çиеççĕ.

Рыжовсем 48 çул пĕрле. Çак вăхăтра савăнмалли те, куççульленмелли те пулнах. Вĕсем пурне те çурмалла пайлама хăнăхнă. Килте те пур ĕçе те пĕрле пурнăçлаççĕ: пахчара ĕçлемелле-и, выльăх-чĕрлĕх пăхмалла-и? Ĕмĕр тăршшĕпех пĕр çулпа утма тупа тунăскерсем чылай çул пĕрле тăрăшаççĕ.

Петр Егорович Йăлмахва шкулĕнче 36 çул ĕçленĕ. 1970 çулта çамрăк педагога направленипе асăннă шкулта ĕçлеме çирĕплетнĕ те, мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех унта ĕçленĕ вăл. Чи малтанах директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ пулнă, каярах вара ăна, 1979 çулта, директор пулма шаннă. Йăлмахва шкулĕн коллективне вăл 23 çул ертсе пынă. Тивĕçлĕ канăва кайсассăн та 4 çул ытла ачасене физика предмечĕпе вĕрентнĕ. Шаннă ĕçре тỹрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн Петр Егоровича 1989 çулта "Отличник народного просвещения" паллăпа чысланă. Вăл - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ.

Ялан ĕçлеме хăнăхнăскер, пенсие кайсассăн та алă усса ларман. Пĕр вăхăт вăл "Слава картофелю" агрофирмăра, "Комсомольские овощи" ООО-ра тăрăшнă.

Галина Васильевна "Эмитрон" заводăн Комсомольскинчи филиалĕнче 21 çул ĕçленĕ. Унтан Йăлмахва шкулĕнче машинистка-лаборанткăра тăрăшнă. Маттур ĕçчене пĕрре кăна мар Хисеп грамотисемпе тата Тав хучĕсемпе наградăланă.

Июнь уйăхĕнче вара Петр Егорович черетлĕ юбилейне паллă турĕ, вăл 75 çул тултарчĕ, Галина Васильевна та çуралнă кунне уявларĕ. Рыжовсем пурнăç мĕн ыйтнине тỹрремĕнех тивĕçтернĕ: хăтлă кил-çурт çавăрнă, ывăлсем çитĕнтернĕ, йывăçсем лартнă, ялта сумлă ята тивĕçнĕ.

Питĕ тарават та уçă кăмăллă, тĕлĕнмелле çынсем вĕсем. Ăшпиллĕхĕпе, ырă ĕçĕпе кама кăна пулăшман-ши тата? Кỹршĕ-аршăпа, тăвансемпе килĕштерсе пурăнаççĕ. Килен-каяна тарават кĕтсе илсе, ăшшăн ăсатаççĕ. Вĕсенче çепĕçлĕх, ăшпиллĕх тапса тăрать. Малашне те çаплах пултăрччĕ.

А.ЕФРЕМОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429143, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Починок-Быбыть, ул. К.Маркса, д.4
Телефон: 8(83539) 33-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика