06 июня 2017 г.
Нумаях пулмасть Кайнлăк ял тăрăхĕнче пурăнакан нумай ачаллă Антоновсемпе Ахметовсен çемйисем çĕрпе тивĕçтерекен сертификатлă пулчĕç. Сертификатлă пулнă тата çулла çитнĕ ятпа нумай ачаллă çемьесене малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Светлана Ульдина, унтан асăннă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Альберт Кузьмин саламларĕç, çĕрпе тивĕçлĕ усă курма сунчĕç.
Антоновсемпе Ахметовсем виçшер ача çитĕнтереççĕ. Ирина Антонова райпо тытăмĕнче ĕçлет, Лилия Ахметова вара - кил хуçи хĕрарăмĕ, иккĕшĕ те сăпайлă, ĕçчен. Ачисене те çав сăпайлăхах вĕрентеççĕ, тĕпренчĕкĕсене тивĕçлĕ воспитани парас тесе ырми-канми тăрăшаççĕ.
"Республикăри нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕпе тивĕçтересси" хушăва виçĕ е ытла ачаллă çемьесен пурнăçне çăмăллатас тĕллевпе йышăннă. Паянхи кун пирĕн районта çакăн евĕр 33 çемье черетре. Пурĕ вара 234 çĕр пайĕ уйăрнă, пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 62,5 гектарпа танлашать. 2011 çултан пуçласа районта çак çăмăллăхпа 233 çемье усă курма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ, вĕсенчен 9-ĕшĕ 2017 çулта тивĕçнĕ. Çĕрсемпе çурт-йĕр çавăрма е дача пек те усă курма юрать.
(ХАМĂР ИНФ.)
Источник: "Каçал Ен"