Кайнлыкский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçре палăрни - чи пысăк телей

14 апреля 2017 г.

 Комсомольски районĕнчи ĕçпе хисепе тухнă ентешсене чысласа 2009 çулта энциклопеди кăларнă. Кашни ялта пурăнакансем çак энциклопедие кĕме тивĕçлĕ пулнă ĕçчен, тава тивĕçлĕ хăйсен паттăр ывăлĕсемпе, хĕрĕсемпе мухтанма пултараççĕ. Тăван çĕршывăмăр вĕсен ĕçне тивĕçлипех хакланă: орденсемпе медальсем, Хисеп грамотисем, тав хучĕсем парса чысланă.

Вĕсенчен пĕринпе, район шайĕнче палăрнă Герман Тимофеевич Зайцевпа паллаштарасшăн. Вăл Йăлмахва ялĕнче хресчен çемйинче çуралса ỹснĕ. 1945 çулта Патăрьелĕнчи педагогика училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн, Герман Тимофеевич Хирти Явăш шкулĕнче ачасене вĕрентме тытăнать. 1946 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 1948 çулхи декабрь уйăхĕччен Г.Т.Зайцев Çĕнĕ Кипеçре малтан ача çуртĕнче воспитательте, кайран пуçламăш шкулта учительте ĕçлет. 1948 çулхи декабрьте ăна Совет çарне илеççĕ. Çартан таврăннă хыççăн 1952-1955 çулсенче вăл Ахмет тата Хырай Ĕнел ялĕсенчи шкулсенче ачасене вĕрентет. Унтан ăна КПСС Комсомольски райкомĕн МТСсем енĕпе ĕçлекен инструкторĕ пулма çирĕплетнĕ. Çак ĕçре вăл партин аслă шкулне вĕренме кайиччен пулнă. Г.Т.Зайцев 1961 çулта партин Хусанти аслă шку-лĕнчен хĕрлĕ дипломпа Йăлмахва ялне таврăнать. Пĕр вăхăт "Октябрь ялавĕ" хаçатăн пай заведующийĕнче ĕçленĕ. Каярахпа та питĕ яваплă вырăнсенче тимленĕ. Унăн организаторла пултарулăхĕ уйрăмах 1965-1973 çулсенче, вăл ĕççынни депутачĕсен Комсомольски район Совет ĕçтăвком председателĕн заместителĕнче ĕçленĕ вăхăтра палăрнă. Районта водопровод кĕртес ĕçсем питĕ анлăн сарăлнă, Комсомольски шкулне хута яраççĕ, социаллă объектсем уçăлаççĕ. 1973 çулхи август уйăхĕнчен пуçласа Комсомольскинчи шултра выльăх-чĕрлĕх самăртмалли комплекс директорĕ пулнă, районăн çак пысăк строительство объектĕнчи ĕçсене ертсе пырас ĕçре вăйне те, пултарулăхне те шеллемен.

Г.Т.Зайцев хăйне хушнă ĕçре яланах парти умĕнчи яваплăха туйса, çирĕп требованисем лартса, принциплă ĕçленĕ, çынсемпе кăмăллă, тимлĕ пулнă. Районти ĕççыннисем ăна темиçе хутчен район Совечĕн депутачĕ пулма суйланă, вăл КПСС райкомĕн членĕ пулнă.

1962 çулта Крестниково хĕрĕпе Таисия Даниловна Карпеевăпа çемье çавăрнă. Вĕсен çемйинче икĕ хĕр çуралнă. Савнă мăшăрĕ яланах Герман Тимофеевича пулăшса пынă, ĕçри çитĕнỹсемпе пĕрле савăннă. Вĕсем хуçалăхĕнче пыл хурчĕсем ĕрчетме те вăхăт çитернĕ, ашшĕпе аслашшĕн йăхран-йăха куçса пыракан хурт-хăмăр ĕçне малалла тăснă.

Йывăр чирлесе выртнă хыççăн 1977 çулхи апрелĕн 6-мĕшĕнче вăхăтсăр çĕре кĕнĕ.

Ĕçри çитĕнỹсемшĕн Тăван çĕршыв Г.Т.Зайцева медальсемпе Хисеп грамотисем парса чысланă. Районти халăх асне унăн çутă сăнарĕ яланлăхах ырă ятпа кĕрсе юлчĕ.

П.ЗАЙЦЕВ

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429143, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Починок-Быбыть, ул. К.Маркса, д.4
Телефон: 8(83539) 33-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика