Кайнлыкский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисепе тивĕçнĕ хĕрарăм

26 августа 2016 г.

"Знамя" колхозра ĕçчен, тава тивĕçлĕ çынсем сахал мар пулнă. Хăй вăхăтĕнче колхоз районта, республикăра яланах малти вырăнсенче пулнă. Ĕçре пиçĕхнĕ, чунĕсене панă ĕçченсем орден, медаль Хисеп грамотисем илме тивĕçнĕ. Çавсен шутĕнче - Йăлмахвара пурăннă Клавдия Андревна Ефремова та.

Клавье 1930 çулта Йăлмахва ялĕнче Андрей Михайловичпа Домна Ильинична çемйинче çуралнă. Çемьре 3 пĕртăван пĕр-пĕринпе килĕштерсе ỹснĕ. Хĕр çемьере чи асли пулнă.

Ашшĕпе амăшĕ ачисене пĕчĕкренех ĕçе юратма, çынна хисеплеме вĕрентнĕ. 1943 çулта амăшĕ йывăр чире пула çамрăклах пурнăçран уйрăлнă. Ашшĕ колхозра тăрăшнипе хуçалăхри ĕç ытларах çамрăк хĕр çине тиеннĕ. Клавьен урамра ачасемпе пĕрле выляма вăхăчĕ те пулман, мĕншĕн тесен шăллĕсене - Михаилпа Василие - пăхмалла пулнă. Питĕ йывăр пулнă çемьене, çимелли çитмен, тăхăнмалли те пулман.

Клавье ашшĕ урăх хĕрарăма киле кĕртмен. Ачисем ĕçе юратса ỹснĕ, çĕршыва юрăхлă çынсем пулнă. Михаилпа Василий платникре ĕçленĕ. Кĕçĕн шăллĕ Василий пĕрмаях "Клавье маншăн анне вырăнĕнче пулнă", тесе каланă.

Клавье Хирти Мăнтăрти 7 çул вĕренмелли шкула пĕтерсен тăван ялта фермăра сыснасем пăхнă. Вăрçă хыççăнхи çулсенче пĕтĕм ĕçе алă вĕççĕн пурнăçланă. Фермăрах кун кунланă, чĕптĕм куç хупмасăр ирттернĕ каçсем те сахал мар пулнă.

1956 çулта çамрăк хĕр ял каччипе Анатолий Ефремовпа çемье çавăрнă. Çемьере 6 ывăл çитĕннĕ. Клавье ачисем валли кĕпе-йĕмне хăех çĕленĕ, арçын ĕçĕнчен те айккине пăрăнман. Ывăлĕсем те тивĕçлĕ воспитани илнĕ, салтак тивĕçне пурнăçланă. Килти хуçалăхри ĕçсенче, ачисене пăхма хунямăшĕ пулăшнă.

Мĕн пенсие тухичченех Клавье аппа фермăра ĕçленĕ. Тивĕçлĕ канура та килте ахаль ларман, тырă аллама çỹренĕ, улăм пуçтарнă.

Халĕ ывăлĕсем çемйисемпе тĕрлĕ хуласенче пурăнаççĕ. Вĕсем ашшĕ патне килсех çỹреççĕ. Вăтам ывăлĕ Алексей çемйипе тăван килте тĕпленнĕ.

Клавдия Ефремовăна "Ĕçри хастарлăхшăн" медальпе (1986 ç.), "Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи" паллăсемпе (1973, 1974 ç.ç.), КПСС Чăваш обкомĕпе Министрсен Совечĕн Хисеп грамотисемпе (1975, 1978) тата ытти чылай наградăпа чысланă. Шел пулин те, 2010 çулта Клавдия Андреевна пирĕнтен уйрăлса кайрĕ.

А.ЕФРЕМОВА,

библиотекарь

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429143, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Починок-Быбыть, ул. К.Маркса, д.4
Телефон: 8(83539) 33-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика