Кайнлыкский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăç ларт та ăна упра

13 мая 2016 г.

Йăлмахва пуçламăш шкулĕнче "Йывăç ларт та ăна упра" акци ирттертĕмĕр. Ачасемпе пĕрле шкул тавра асăнмалăх хурăнсем лартса хăвартăмăр. Çак пысăк та пархатарлă ĕçе шкул ĕçченĕсем А.А. Дмитриевпа В.П. Кузьмин хутшăнчĕç. Вĕсем хурăн хунавĕсем хатĕрлерĕç, йывăç лартмалли шăтăк чавма, хунава лартма вĕрентрĕç.

Ĕçленĕ май Анатолий Аверкиевич çутçанталăк çинчен тĕрлĕ ыйту пачĕ. Ачасем ыйтусем çине ăмăртмалла хуравларĕç. Кашниех вуншар хурăн хунавĕ лартрĕ. Çакă 7-9 çулсенчи ачасемшĕн чăнах та питĕ пысăк та пĕлтерĕшлĕ ĕç пулчĕ. Халĕ лартнă хунавсене тимлĕ пăхса тăмалла. Тепĕр темиçе çултан вĕсем çĕкленĕç те пирĕн шкула илем кỹрĕç.

Е.ИВАНОВА,

вĕрентекен

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429143, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Починок-Быбыть, ул. К.Маркса, д.4
Телефон: 8(83539) 33-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика