Кайнлыкский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх сурать – кÿлĕ пулать

23 марта 2013 г.

Çĕр çинче эпир, çынсем, пурнатпăр,

Çут çанталăк — пирĕн савнă кил.

Илеме курса хавхаланатпăр,

Пурăнма тавралăх пачĕ пил.

Н.МЕДВЕДЕВА.

Пĕррехинче Комсомольски автостанцийĕнче пĕр ватă çынпа калаçса кайрăмăр. Сăмах çине сăмах тенĕн калаçу сыпăнсах пычĕ. Мучи Йăлмахва ялĕнче çуралса ÿснĕ-мĕн. Иксĕмĕр те пĕр ял çыннисем пулах кайрăмăр. Вăл салтакран килсен тăван ялтан куçса кайса çемье çавăрнă иккен, хуçалăх тытать. Мучи Йăлмахва ялĕ, унта пурăнакансем çинчен ыйту çине ыйту пачĕ, улшăнусемпе кăсăкланчĕ. Вăл хăй çуралса ÿснĕ яла паянхи кун та юратса, асĕнче упраса пурăнни палăрчĕ.

Калаçу майĕпен тавралăх, ял çывăхĕнчи паллă вырăнсем патне çитрĕ, Çĕр çурăк пуçĕ текен вырăнта авалтанпах юхса выртакан çăл куç çинчен аса илтĕмĕр. Унти шыв тăп-тăрă та сивĕ, пĕр сыпкăм ĕçсенех ăш хыпнине ирттерет, уçăлтарса ярать. Çынсем пăхса, тирпейлесе тăмасан, çăл куç часах сăн-сăпатне çухатни паллă ĕнтĕ. Унтан шыв ăсакан тупăнмасан та вăл ăшăхса пырать, майĕпен типсе ларма пултарать. Çĕр çурăк пуçĕнчи çăл куçа вара выльăх кĕтĕвне кĕтекенсем пăхса-сăнаса тăраççĕ. Çавăнпа та малашне те вăл ял халăхне хăйĕн сиплĕ шывĕпе савăнтарасса шанма пулать. Коля пичче çăл куçа упраса хăварнăшăн хĕпĕртенине пытармарĕ, çамрăк ăрăва мухтаса та илчĕ.

Унтан вăл сăмах май Кÿлхĕрри Сухви текен хĕрарăм çинчен калаçу пуçарчĕ. Эпĕ ун çинчен нимĕн те илтмен, çавăнпа та мучи каласа пани маншăн питĕ интереслĕ пулчĕ. Сухви аппа ял хĕрринче пурăннă иккен. Çав вырăнтан инçех те мар ял халăхĕ кÿлĕ чавнă (ун чухне ку ĕçе алăпа пурнăçланă). Унта çынсем хăйсен хур-кăвакалне янă, майĕпен пулăсем ĕрчетме пуçланă. Ун йĕри-тавра хăвасемпе йĕлмесем кашласа ларнă тет. Кÿлĕсем пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă: пушар сиксе тухас пулсан ял çывăхĕнче шыв питĕ кирлĕ-çке. Анчах паянхи кун вăл кÿлĕ çук. Унăн вырăнĕнче пĕр пысăк йăмра çеç аваллăха аса илтерсе ларать. Ял халăхĕ пире валли çак илемлĕ кÿлле упраса хăварайман.

Кăçалхи çула Тавралăха хÿтĕлемелли çулталăк тесе палăртнине кура йĕри-тавра пăхса илме ÿркенес марччĕ, хамăр пурăнакан вырăнсене упрама тăрăшасчĕ. Çăл куçсем, кÿлĕсем, пĕвесем, парксемпе сад пахчисем çине тимлĕх уйăрасчĕ, вĕсене тĕрлĕ çÿп-çапран тасатса тата та илемлĕрех тума тăрăшасчĕ. Паллах, пирĕн тăрăхра ку енĕпе ĕçлекенсем пур. Акă, сăмахран, Кайнлăк ялĕнче Фагил Шарафутдинов предприниматель ялти кÿлле тасатас енĕпе вăй хурать. Ăна хăй вăхăтĕнче унăн ашшĕ тăрăшнипе чавнă пулнă. Унтанпа шăрăх çулсем чылай пулчĕç, кÿлĕ те типсе ларчĕ. Фагил вара ашшĕн ĕçне малалла тăсса кÿлле чĕртесшĕн.

Пĕр çын сурать — типсе пырать, халăх сурать — кÿлĕ пулать, тенĕ чăвашсем мĕн авалтан. Пирĕн те тавралăхăн сăн-сăпатне илем кÿрес, упраса хăварас ĕçе хутшăнмасăр айккинче тăрса юлас марччĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429143, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Починок-Быбыть, ул. К.Маркса, д.4
Телефон: 8(83539) 33-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика