Кайнлыкский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта ЧР вĕренỹ министрĕ Владимир Иванов пулнă

19 января 2016 г.

Январĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренỹ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов районта ĕçлĕ визитпа пулнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Алексей Самаркинпа Владимир Иванов Хирти Мăнтăр, Кĕçĕн Çĕрпỹел, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе тата Элпуçĕнчи вăтам шкул строительствипе паллашнă.

Вĕренỹ министрĕ вĕренỹ класĕсене çитсе курнă, педагогсемпе тĕл пулнă, ыйтусене сỹтсе явнă. Çĕнĕ шкул строительствипе министр кăмăллă пулнине палăртнă. Кăçал, çĕнĕ вĕренỹ çулĕ тĕлне, шкула хута ямалла. Унта, вĕренекенсем пĕлỹ пухнипе пĕрлех, кĕçĕн çулхисем ача садне çỹресе савăнĕç.

Районти шкул директорĕсемпе, ача сачĕсен заведующийĕсемпе йĕркеленĕ канашлура вĕренĕве пырса тивекен ыйтусене хускатса сỹтсе явнă. Владимир Иванов педагогсене вĕренỹ пахалăхĕ çине ытларах тимлĕх уйăрма ыйтнă. Çавăн пекех вăл юлашки вăхăтра республикăри ĕç рынокĕнче ĕç профессийĕсем чи кирли пулнине палăртса хăварнă. Çавна май шкул выпускникĕсен кирлĕ професси суйласа илме пултармалла, тĕрĕс утăм тумалла.

Демографи ыйтăвĕ çивĕччине пăхмасăрах районта лару-тăру аван. Ертỹçĕсем патшалăхăн тĕрлĕ программисене хутшăнса ача сачĕсене, шкулсене, спортзалсене, шкул столовăйĕсене юсаса çĕнетме пултараççĕ. Чи кирли - çамрăк ăрăва пĕлỹ пухма, аталанма кирлĕ условисем туса парасси.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429143, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Починок-Быбыть, ул. К.Маркса, д.4
Телефон: 8(83539) 33-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика