Кайнлыкский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăста специалистенчен пĕри - Зинаида Максимова

18 ноября 2015 г.

Ял хуçалăхĕнче нумай çул вăй хуракан чи тăрăшуллă ĕçченсене сума суни пархатарлă. Уйрăмах пысăк уявсенче вĕсене чыслани ĕмĕрлĕхех асра юлать. Ĕçченсем наградăсене пуçарулăхшăн, ырми-канми ĕçшĕн тивĕçеççĕ. Вĕсем сĕтел çинче çăкăр пултăр тесе нумай ĕçлеççĕ. Ир-ирех ĕçе кỹлĕнеççĕ, шаннине вăхăтра пурнăçлас теççĕ.

Акă, Йăлмахвари ветеринари участокĕн заведующийĕнче тăрăшакан Зинаида Гурьевна Максимовăна та нумаях пулмасть Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе чысланă. 30 çул ытла ветеринарта ĕçлекен хĕрарăм çумăрлă-юрлă, çил-тăманлă çанталăка, каçпа ире пăхмасăр чирлĕ выльăх-чĕрлĕхе пулăшу пама васкать. Хĕрарăм профессие чун ыйтнипе суйласа илнĕ. Мĕн пĕчĕкренех выльăх-чĕрлĕх тухтăрĕ пулма ĕмĕтленнĕ Зина. Çак тĕллевпех Вăрнарти ял хуçалăх техникумне вĕренме кĕнĕ. Алла диплом илнĕ специалист ĕçлеме те тăван районах килнĕ. Чи малтанах Комсомольскинчи ветеринари лабораторийĕнче, каярах Аслă Çĕрпỹелĕнчи, Хирти Сĕнтĕрти ветеринари участокĕсенче тăрăшнă. Çак вăхăтра вăл пуян опыт пухма ĕлкĕрнĕ, вĕреннĕ, ăсталăхне туптанă. Паян вăл - районти чи маттур специалистсенчен пĕри. Ахальтен мар таврари ялсенче пурăнакансем выльăх-чĕрлĕхе сиплеме шăпах Зинаида Гурьевнăна чĕнсе илеççĕ. Вăл ĕçе вăхăтра, тĕплĕ пурнăçланăран выльăх часах сывалать.

А.ЕФРЕМОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429143, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Починок-Быбыть, ул. К.Маркса, д.4
Телефон: 8(83539) 33-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика