Кайнлыкский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Астăвăм" кĕнеке презентацийĕ иртрĕ

16 сентября 2015 г.

 Шел, чакать кунсерен çĕнтерỹçĕсен шучĕ -

Пĕтерет ватлăх та манайми вăрçă вучĕ,

Эсир йĕрсĕр çапах çĕр çинчен çухалман,

Мучи-кинемейсем, яланах асра юлтăр,

Ĕçĕрпе ĕмĕре пыракан юрă пултăр,

Никама та манман, нимĕн те манăçман.

(В.Антонов).

1941 çулхи июнĕн 22-мĕ-шĕнче фашистла Германи Совет Союзĕ çине вăрă-хурахла килсе тапăнсан совет халăхĕн мирлĕ пурнăçĕ татăлнă. Тăван çĕршыв умне калама çук пысăк хăрушлăх тухса тăнă. Пайтах ĕмĕр иртĕ, анчах совет халăхĕ 1418 куна пынă çапăçура тĕлĕнмелле паттăрлăх кăтартнине, Аслă Çĕнтерỹшĕн пĕтĕм вăйне хурса, çĕрне-кунне пăхмасăр ĕçленине никам та манмĕ, ăна пĕтĕм тĕнчери этемлĕх ĕмĕр-ĕмĕр ырăпа асăнĕ. Шел пулин те, хăрушă çапăçу хирĕсенчен нумайăшĕ киле таврăнайман. Пирĕн çĕршывра хыпарсăр çухалнисен шучĕ 3,5 миллионпа танлашнă. Анчах та ку цифрăна нумай историк йышăнасшăн мар, вĕсен шучĕпе, хыпарсăр çухалнисем тата та нумайрах.

Ашшĕсене, аслашшĕсене, тетĕш-шăллĕсене шыракансем вара час-часах мĕнрен пуçламаллине, ăçта каймаллине пĕлмеççĕ. Çак çăмăлах мар ĕçпе район çыннисене Йăлмахвара çуралса ỹснĕ Павел Николаевич Зайцев пулăшса пырать. Вăл Чăваш Республикин наука, культурăпа литература академийĕн Дипломне тивĕçнĕ. Унăн активлăхне, ыркăмăллăхне пула Аслă вăрçа хутшăннă нумай совет салтакăн шăпине уçăмлатма май килнĕ. Павел Николаевич мĕн пĕчĕкренех хăйĕн аслашшĕ-кукашшĕн пурнăçĕпе интересленнĕ. Çитĕнсен вара вăл вĕсене шырама пикеннĕ, тĕрлĕ архивсене çырнă. Краевед ĕçĕ ахалех пулман. 2011 çулхи майăн 9-мĕшĕнче вăл Украинăри ушкăнла вилтăпринче канлĕх тупнă аслашшĕ патне кайса килнĕ. Çав çулах декабрьте Румынире пытарнă кукашшĕне те шыраса тупнă.

Çавăн хыççăн Павел Николаевич шырав ĕçĕсене малалла тăснă, ялĕнчи хыпарсăр çухалнă салтаксене тупнă. Нумаях пулмасть унăн "Астăвăм" кĕнеки пичетрен тухнăччĕ. Сентябрĕн 11-мĕшĕнче Комсомольскинчи культура çуртĕнче кĕнеке презентацийĕ иртрĕ. Презентацие автор мăшăрĕ, çывăх юлташĕсем, ветерансем, краеведсем тата район пуçлăхĕ Евгений Карпеев хутшăнчĕç. Уява централизациленĕ клуб системин директорĕ Мария Илларионова ертсе пычĕ. Вăл кĕнекепе тата унăн авторĕпе, килнĕ хăнасемпе паллаштарчĕ. Çак проектăн пайти питĕ лайăх пулĕ. Еткерлĕхе сыхласа хăварни тата унпа çамрăк ăрăва тĕрĕс воспитани панă çĕрте усă курни социаллă лару-тăрăва лайăхлатма пулăшатех. "Астăвăм" кĕнекен тĕллевĕ - иртнине тата пулассине пулас ăру валли сыхласа хăварасси.

Павел Николаевичăн çывăх юлташĕсем те тухса калаçрĕç, çак чăнахах та пысăк ĕçе малалла тăсма сĕнчĕç. Авторăн яланах çумра пулнă, шыравра тата пичетлеме пулăшнă мăшăрĕ те сăмах каларĕ. Кĕнеке мĕнлерех калăпланни çинче чарăнса тăчĕ, малашне те пулăшса пыма шантарчĕ.

- Çак ĕçе эпĕ пăрахма шутламан та. Халь Йăлмахва пирки кĕнеке кăларасшăн. "Астăвăм" кĕнекене те редакцилесе тепĕр хутчен кăларма ĕмĕтленетĕп. Çак кĕнекене çут тĕнчене кăтартма пулăшнăшăн мăшăрăма, юлташсене, спонсорсене тав тăватăп. Сире яланах шанăçпа пурăнма сунатăп. "Хыпарсăр çухалнă" тесе çырнă хутран хăрамалла мар. Кĕтекенсем, шыракансем телейлĕ, - терĕ Павел Зайцев.

Н.АРХИПОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429143, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Починок-Быбыть, ул. К.Маркса, д.4
Телефон: 8(83539) 33-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика