Кайнлыкский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшуллă çын ĕçсĕр лармасть

19 августа 2015 г.

Тухăç илессипе яланах малтисен ретĕнче пулнă "Знамя" колхоз уй-хирĕсем, выльăх-чĕрлĕх ферми, машинăпа трактор паркĕ хаваслă ĕç шавĕпе тулса янăраса тăни ял халăхĕн асĕнчен кайман-ха. Виçĕ ял (Хирти Мăнтăр, Йăлмахва, Кайнлăк) çыннисене пĕрлештернĕ колхоз патшалăх пỹлмине тĕш-тырă, пахча çимĕç, сĕт-çу плана тултарса хатĕрлесе панă. В.Д.Давыдов ертсе пыракан пахча çимĕç бригади вара районти ытти колхозсемшĕн вĕренỹ класĕ вырăннех пулнă. Ашшĕ çулне малалла тăснă хĕрĕ О.В. Михайлова та чунпа суйласа илнĕ ĕçне парăнса тăрăшнă. Колхоз бригадинче ĕçленĕ кỹршĕ ял çыннисем халĕ те пĕр-пĕрне çул çинче, унта-кунта тĕл пулсан тăванне курнă пекех савăнаççĕ. Вĕсем ĕлĕкрех мĕнле туслă, хавхаланса ĕçленине аса илеççĕ. Çак калаçусенче иртнĕ кунсемшĕн тунсăхлани те палăрать. Виçĕ ял ĕçченĕсем, чăвашсемпе тутарсем, пĕр çемьери пек килĕштерсе пурăннă, çутă малашлăхшăн вăй хунă.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче çĕршыври лару-тăру улшăннă май районта та уйрăлу кампанийĕ пуçлансан ячĕ кĕрлесе тăракан çак колхоз та виçĕ пая саланчĕ. Кунашкал шăпа "Знамя" колхоза çеç мар, районти ытти хуçалăхсене те пырса тиврĕ. "Пуçтарма - çулталăк, салатма - çур талăк" тесе ахаль каламан халăхра. Нумай çул пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарнă пурлăх вăр-вар саланса пĕтрĕ. Хирти Мăнтăрсем "Турхан" кооператив йĕркелерĕç. Пултаруллине шыраса ертỹçĕсем çине-çине ылмашни те самана таппине тытса чараймарĕ, хуçалăха ура çине тăратаймарĕ. Ял халăхĕ та сапаланса кайрĕ. Паха тухăç паракан хура тăпраллă колхоз çĕрне пайларăмăр. Паллах, чăн-чăн çĕр хуçи пулас тесен тар тăкса нумай ĕçлемелле.

Турхан тăрăхĕнчи ачаран ĕçпе пиçĕхсе ỹснĕ халăх çĕре пушă вырттармасть. Кам гектарĕ-гектарĕпе севок, пахча çимĕç акать, кам утă туса илет, кам пахча çимĕç те, тыр-пул та ỹстерсе пỹлмене тултарма тăрăшать. А.Самарин, Г.Миронов, А.Васильев, А.Медведев, И.Иванова, Г.Крылов, Г.Самарин, Н.Михайлов ("Турхан" ял хуçалăх предприятийĕн ертỹçи, В.Д.Давыдов династине тăсаканĕ) - вĕсен ашшĕ-амăшĕ колхозри сумлă ĕçченсем пулнă. Çак çынсен пахча çимĕçпе ĕçлес туртăм юнра пур тесен те юрать пуль. Ăста алăллă, маттур С.Афанасьев комбайнерпа А.Ерезеев слесарь-машиниста та асăнса хăварас килет. Вĕсен пĕлмен ĕçĕ те çук.

Турхансемпе Хирти Мăнтăр ĕçченĕсем наян çын тутă пулайманнине шута илсе шуçăмпа пикенсе çĕрлеччен ĕçлеççĕ. Пахчари тата йĕтем çинчи сортировкăсем каçхи шăплăха вăратса кăлтăртатаççĕ. Колхоз бригадинче вăй хуракан Л.Оболонкина, Н.Коновалова, А.Валетова, Т.Александрова, Г.Можаева тата кладовщица тивĕçне пурнăçлакан Г.Медведева, С.Оболонкин водитель тухăçа вăхăтра пуçтарса кĕртессишĕн тăрăшаççĕ. "Турхан" ял хуçалăх предприятийĕн ертỹçи Н.Михайлов çамрăксене ĕçе явăçтарма тăрăшни малашлăх çинчен шутланине кăтартать.

"Алăра ĕç пултăр, пуçра ăс пултăр", - теççĕ хастар ĕçченсем.

С.ЕФИМОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429143, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Починок-Быбыть, ул. К.Маркса, д.4
Телефон: 8(83539) 33-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика