Кайнлыкский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурăнатпăр-ха!

12 августа 2015 г.

Хирти Мăнтăрта маларах ача сачĕн кĕçĕн ушкăнĕ пулнă пỹлĕмрен ачасем сахалланнипе ваттисен çуртне уçрĕç. Аслă ỹсĕмри ачасен ушкăнĕн пỹлĕмĕ вара шкул çулне çитмен тĕрлĕ ỹсĕмри ачасене хапăлласа йышăнать. Çапла вара хальхи вăхăтра ватлăхпа ачалăх пĕр пỹртре кỹршĕллĕ килĕштерсе, тату кун кунлаççĕ. Нумаях пулмасть мана ваттисен çуртне кайса курма тỹр килчĕ. Кунта çичĕ кинемипе пĕр асаттене туслă çемьене пуçтарнă. Светлана Петровна Васильева ертỹçĕ мана пỹлĕмсем тăрăх илсе çỹрерĕ. Пур çĕрте те таса, хăтлă. Ветерансем пурнăç йĕркипе кăмăллă, ырласа калаçаççĕ. Паллах, çак пысăках мар хуçалăх пурнăçĕ ертỹçи ĕçе, ĕçтешсем тата ĕçлекенсемпе ватăсем хушшинчи хутшăнусене мĕнле йĕркеленинчен нумай килет. Кунта тăрăшакан Зоя Миронова, Ирина Прокопьева, Ирина Александрова, Юрий Александров та шаннă ĕçе тăрăшуллă та юратса пурнăçланипе палăрса тăраççĕ.

Кашни ушкăнрах пурнăçпа суйланнă ертỹçĕ пур. Ваттисен çуртĕнче кун пекки - Лидия Степановна Ефимова, 86 çула утса çитнĕ патвар кинеми. Вăл кунта хĕрĕпе пурăнать. Литюк аппапа Таньăна хăйсене уйрăм пỹлĕм панă. Калаçса ларнă май Литюк аппа мана хăйĕн пурнăçĕ çинчен хапăлласах каласа пачĕ.

Вăл 1929 çулта çурхи хĕвел ăшшипе Çтаппанпа Матĕрнен çемйинче кун курнă. Ун хыççăн вара Клавье, Валентина, Аркадий çуралнă. Литюкăн ачалăхĕ вăрçă çулĕсене лекнĕ. Вăл вăхăтри ытти ачасенни пекех, çăмăл пулман. Амăшĕ ирех ĕçе васканă, киле час таврăнайман. Ял çыннин ĕмĕртенех çуркуннерен пуçласа кĕркуннеччен хĕрỹ тапхăр пулнă. Арçынсем вăрçă хирĕнче çапăçнă, хĕрарăмсем вара вĕсем вырăнне те ĕçленĕ. Вăрçă хыççăн та пĕтĕм йывăр ĕç, арçын вăйĕ çитменнипе , хĕрарăм алли витĕр тухнă. Хуçалăхри ĕçсем, йăмăкĕсемпе шăллĕне пăхасси вара Литюк çине тиеннĕ. Вăл çемье туслă та тату пурăннине аса илет. Çичĕ класс вĕренсе тухсанах хĕр фермăна ĕçлеме кайнă. Вăл кунта 33 çул тăрăшнă. Хĕвелтен те маларах вăранса ĕçлеме тивнĕ, куç хупмасăр талăка ирттернисем те пулнă.Тăрăшуллăскер нумай çул дояркăра вăй хунă. Вăл вăхăтра ĕнесене алăпа сунă. Кашни ушкăнра 18 ĕнерен кая пулман. Литюк аппа ушкăнĕнчи ĕнесем сĕт лайăх антарнă. Ĕçчен доярка яланах малтисен ретĕнче пулнă. Вăл вăхăтра унăн ячĕ районта çеç мар, республикăра та янăранă. Производствăра пысăк кăтартусем тунăшăн ăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе, медальсемпе, "РСФСР ял хуçалăх социализмла ăмăртăвĕн çĕнтерỹçи" паллăпа наградăланă. Пуçаруллăскер нумай грамотăпа Тав хутне, парнесене те час-часах тивĕçнĕ. Вăл хăйĕн ĕç опычĕпе паллаштарса докладсем вуланине, трибуна çине тухма питĕ вăтаннине те аса илет. Лидия Степановна - ĕçпе вăрçă ветеранĕ.

Литюк аппа - пурнăç тытса пыракан тирпейлĕ те тĕплĕ çын. Ĕçре правурскер вăл картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп усранă, ывăлпа хĕр çуратса ỹстернĕ. Ывăлĕ Николай салтакран таврăнса авлансан çĕнĕ кирпĕч çурт хăпартнă. Паллах, мăшăрсăр хĕрарăмăн пурнăçĕ ансат пулман. Литюк аппа хĕрарăмпа арçын ĕçне уйăрса тăрайман. Ватлăх хăй çинчен аса илтерсех тăрсан та кинеми парăнма хăнăхман.

- Эпĕ хама чунпа çамрăк туятăп. Пире кунта аван пăхаççĕ, ĕçлекенсем кăмăллă калаçаççĕ. Апла пулсан мĕншĕн пурăнмалла мар? Пурăнатпăр-ха! - тет пуç усмасăр малалла утма хăнăхнă Литюк аппа.

С.ЕФИМОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429143, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Починок-Быбыть, ул. К.Маркса, д.4
Телефон: 8(83539) 33-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика