Кайнлыкский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çур ĕмĕр ытла телейпе юнашар

05 августа 2015 г.

Мĕн-ха вăл телей, çемье, çемье телейĕ? Çак ыйту çине хурав шыраса кам кăна пуçне ватман пуль. Тỹпере пĕр пек çăлтăр çук, çĕр çинче те кашни çынах хăйне евĕрлĕ. Çавăнпа та телейĕ те пирĕн тĕрлĕрен. Çемье пурнăçне вара, ăсчахсем каланă тăрăх, çурт хăпартнипе танлаштарма пулать иккен. Çемье никĕсĕ - таса юрату. Вăл хĕрсемпе каччăсене мăшăрланма хистет. Çурт хăпартасси çăмăл мар. Пурнăç çулĕпе мăшăрпа юнашар утса, чун тĕпренчĕкĕсене тĕрĕс-тĕкел ỹстерсе, çунат парса вĕçтересси те кăткăс та пархатарлă ĕç. Çемье çурчĕ пĕр-пĕрне хисепленинчен, ăнланса пурăннинчен, шаннинчен тата ĕненнинчен, савăнăç кỹме тăрăшнинчен, мăшăрсен юмартлăхĕнчен, каçару ыйтма тата каçарма пĕлнинчен, пурнăç ăс-хакăлĕнчен хăпарать. Тăррине вара савăнăçра та, йывăрлăхра та пĕр-пĕрин аллине вĕçертмен мăшăрсем чăтăмлăхпа витеççĕ.

59 - пысăк хисеп мар. Мăшăрлă çемье ĕмĕрĕпе шутласан вара сахал та мар. Хирти Мăнтăр ялĕнче пурăнакан Роза Александровнăпа Анатолий Васильевич Можаевсем çемье çавăрса пурăнма пуçлани кăçал шăпах 59 çул. Çур ĕмĕр ытла юрату хĕлхемне упраççĕ вĕсем, унăн пайăркисене ачисене, мăнукĕсене тата вĕсен ачисене телей сунса парнелеççĕ.

Анатолий Васильевич 1932 çулта ноябрь уйăхĕн 14-мĕшĕнче Хирти Мăнтăр ялĕнче кун çути курнă. 7 класс пĕтерсен колхозра ĕçлеме пикеннĕ. Хĕсметре Австрире пулнă. Унта вăл юлташĕсемпе офицерсем хушшинче хисепре пулнă, спорт ăмăртăвĕсене хастар хутшăннă, чăвашăн ырă ятне çỹлти шайра тытнă. Паллах, ялтан тухсах курман чăваш каччин инçетри çĕрте виçĕ çул çурă хушшинче нумай çĕнни, кăсăкли те курма, пĕлме май пулнă. 1954 çулта вăл, салтак тивĕçне пурнăçласа тăван ене таврăннă хыççăн, Канаш хулинчи механизаторсен шкулне вĕренме кĕнĕ. Уçă кăмăллă, спортпа туслă яш кунта та ырă ятлă пулнă. Вĕренсе пĕтернĕ хыççăн колхозра механизаторта вăй хунă. Шаннă ĕçе тĕплĕ те тăрăшуллă пурнăçланăшăн Анатолий Васильевич нумай грамотăпа тав хучĕсем илме тивĕç пулнă. Спорт мероприятийĕсене хастар хутшăнса ялти тата районти ăмăртусенче пĕрремĕш вырăнсене йышăннă. 83 çулти ватă халĕ те ĕçсĕр лармасть: картишпе выльăх картине тасатса тирпейлесе тăрать, кайăк-кĕшĕке шанчăклă пăхать, ялти Культура çурчĕн ĕçченĕсем йĕркелекен шахмат турнирĕсене тăтăшах хутшăнать.

Роза Александровна 1936 çулта май уйăхĕн 9-мĕшĕнче Хирти Мăнтăр ялĕнче çуралнă. Ăна та 7 класс çеç вĕренме тỹр килнĕ. Вĕренỹре лайăх ĕлкĕрсе пыракан çамрăк хĕр малалла вĕренме каяс ĕмĕтпе пурăннă. Анчах çемьере икĕ ватă çын пулнă. Хĕр вĕсене ниепле те пăрахса хăварайман - яваплăх туйăмĕ яла юлма хистенĕ. Роза колхоз ферминче сысна пăхакан ĕçне кỹлĕннĕ. Вăл çывăрмасăр сысна амисене çăвăрлаттарнине, çурасене ăшăтма çĕрĕпе каланкка хутнине, хĕле валли апат янтăланине каласа парать. Ĕçлекенсен тăрăшулăхне кура сыснасем ỹт аван хушнă, амасене çăвăрлаттарасси те тупăшлă пулнă. Фермăри ĕçсенчен пушансан бригадăра уйăрса панă пайсене çумлама чупнă, хуçалăхри ĕçсене те вăхăтра ĕлкĕртсе пынă. Хĕрĕ Галина каланă тăрăх, амăшĕ пĕр самант та ĕçсĕр ларман. Ачисене те ĕçчен пулма хăнăхтарнă. Хальхи вăхăтра та кил-çуртра, хуçалăхра кăштăртатать. Çемье вучахне упрать. Роза аппа Анатолий Васильевич яланах тимлĕ упăшка пулнине, пурнăçри йывăр самантсенче, ачасене воспитани парас ĕçре, хуçалăхра пулăшма тăрăшнине ăшшăн аса илет. Роза Александровна та ĕçри тăрăшулăхшăн, тимлĕхшĕн нумай наградăна тивĕçнĕ.

Роза ытти хĕрсем хушшинче ырă кăмăлĕпе, ĕçченлĕхĕпе, чун илемĕпе палăрса тăнă. Çавăнпах ĕнтĕ ялти нумай хĕр чĕрине çунтаракан кăвак куçлă чипер яш ăна мăшăр тума суйласа илнĕ. Чипер хĕр те Анатолие килĕштернĕ. 1956 çулта юратуллă икĕ чĕре пĕрлешсе ăшă та килен-каяна тарават йăва çавăрнă. Анатолий Васильевичпа Роза Александровна пилĕк ача çуратса ỹстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Улми йывăççинчен аякка ỹкмест теççĕ: Федор, Галина, Алефтина, Валентина, Светлана - пурте ашшĕ-амăшне кура ĕçчен те тăрăшуллă, уçă кăмăллă та ăшă чунлă, çынна тарават. Мăшăр ачисене тивĕçлĕ воспитани парса ỹстерни куçкĕрет. Вĕсем ашшĕпе амăшне хисепленине, юратнине çирĕплетсех тăраççĕ, яланах пулăшаççĕ, час-часах тăван килте пуçтарăнса чун ăшшине парнелеççĕ.

Калаçса ларнă май ватăсене сăнатăп та, вĕсенче лăпкăлăх, тараватлăх, чун çепĕçлĕхĕ куратăп. Вĕсем шỹтлесе-кулса, кăмăллă калаçни те, пĕр-пĕрин çине ачаш куçпа пăхни те арăмĕпе упăшки ĕмĕре килĕштерсе ĕмĕрленине çирĕплетет. Эпир яланах ăшă чунлă, кăмăла ăнланса пулăшма тăрăшакан çын патне туртăнатпăр. Анатолий Васильевичпа Роза Александровна вара ăшпиллĕх çăлкуçне упраççĕ тейĕн. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсен хапхи умĕнчи йывăç сак нихăçан та пушă тăмасть - кỹршĕ-арша, иртен-каяна ларса канма хапăлласа йыхăрать.

С.ЕФИМОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429143, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Починок-Быбыть, ул. К.Маркса, д.4
Телефон: 8(83539) 33-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика