18 июля 2015 г.
Çĕнĕ кĕнеке пичетрен тухрĕ. 1996 çулта кăларнă "Астăвăм" (3, 6 томсем) кăларăма хушса çырнă кĕнекере Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçĕсене хунă 3151 паттăр салтак шăпи çинчен çырса кăтартнă. Кĕнеке авторĕ - Йăлмахва ялĕнче пурăнакан Павел Николаевич Зайцев.
Çĕнĕ кĕнекере хыпарсăр çухалнисен шутĕнче шутланса тăнă 218 салтак паянхи кун тупăнни çинчен, 102 салтакăн ĕмĕрлĕхе канлĕх тупнă вырăнĕсем паллă пулнине (маларах вĕсен вилнĕ кунĕсемпе çулĕсем çеç паллă пулнă), 189 паттăр ентешĕн тепĕр хут чавса чикнĕ вырăнĕсене палăртма май килнине çырса кăтартнă. Çавăн пекех судпа айăпланнисен шутĕнче 27 салтак пулнине (военный трибунал хушнипе 15 салтака персе вĕлернĕ), 139 салтакăн çуралнă ялне, çулне, куçĕсене хупнă вырăнне тупса палăртни çинчен, 2 салтак нимĕç çарĕнче службăра тăни çинчен вуласа пĕлме май пур. 945 салтак пирки тĕплĕнрех каласа панă. 1510 салтак паянхи кун та хыпарсăр çухалнисен шутĕнчех тăраççĕ. Вĕсем ăçтарах çухалма пултарнине çĕнĕ кĕнекере вуласа пĕлме пултаратăр. 19 ентешĕн пуçĕсене хунă вырăнĕсем паллă, анчах та хамăр тăван районти мĕнле ялта çуралса ỹснине тупма май пулман.
Кĕнеке кăларма пулăшакансем çинчен те хамăр район çыннисене пĕлтерсе хăваратпăр: Çĕнĕ Мăрат ялĕнче çуралса ỹснĕ Г.Н.Филиппов, Урмаел ялĕнчи Ф.А.Гибатдинов, Тури Тимĕрчкасси каччи А.П.Капитонов, Аслă Каçалта çуралса ỹснĕ Е.В.Краснов, Шупашкар хулинче çуралса ỹснĕ А.В.Абукин, Йăлмахва ялĕнче çуралса ỹснĕ С.Г.Абукин, А.П.Зайцев, А.К. Смирнов, В.К.Смирнов, А.П.Смирнов, Р.П.Смирнов, П.Н.Константинов, Ю.А.Константинов, В.И.Краснов, Р.В.Кузьмин, А.В.Филиппов, А.И.Чернов тата Чăваш Республикинчи "Пограничное братство" обществăлла организацийĕн Комсомольски районĕнчи уйрăмĕ. Вĕсене автор пурне те пысăк тав сăмахĕ калать.
Источник: "Каçал Ен"