Кайнлыкский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсене кашни килте кĕтеççĕ

11 июля 2015 г.

Почта çыхăнăвĕ нумай ĕмĕр хушши çынсене пĕр-пĕринпе хутшăнма пулăшакан чи меллĕ, перекетлĕ те шанчăклă çыхăну хатĕрĕ пулса юлать. Çак сферăра хăйсен профессине чунтан парăннă, тимлĕ çынсем вăй хураççĕ. Çанталăка пăхмасăр, кашни кун почтальонсем çырусемпе посылкăсене, хаçатсемпе журналсене, пенсипе пособисене республикăн чи инçетри кĕтесĕнче пурăнакансене те вăхăтра çитерсе парассишĕн тăрăшаççĕ.

Чăнах та тĕрлĕ ĕç шанса панă паянхи почтальонсене. Информаципе коммуникаци хатĕрĕсем самаях пур пулсан та, ял-йыш хаçат-журнал илсе килсе парасса чăтăмсăррăн кĕтет.

Йăлмахвари почта уйрăмĕнче вăй хуракансем шаннă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Ирхине вĕсем хаçат-журнал, тĕрлĕ çыру йышăнаççĕ, кайран вара кам икĕ кустăрмаллă "урхамахпа", кам çуранах хăйсен участокĕсене васкаççĕ. Кунта 2 почтальон тăрăшать. Акă, Надежда Леонидовна Крылова 12 çул Хирти Мăнтăр ял-йышне тĕрлĕ корреспонденципе савăнтарать, çамрăк специалистсене пулăшса, вĕрентсе пырать. Тавар сутассипе те почтальонсем хушшинче Надежда Леонидовна яланах малти ретре. Людмила Тимофеевна Алякинăна та Йăлмахвапа Кайнлăк ялĕсенче кунсерен кĕтеççĕ. Почтальон ĕçне тинтерех çеç пуçăннă пулин те, хастар та уçă кăмăллăскере ĕçтешĕсем хисеплеççĕ.

- Çынсене хаçат-журналпа тивĕçтернисĕр, пенсипе пособи салатнисĕр пуçне тĕрлĕ тавар сутатпăр, электроэнергишĕн, газшăн та тỹлевсем йышăнатпăр. Ĕçтешсем маттур, плана 93 процент тултарнă. Район хаçатне 118 экземпляр çырăннă. Ара, районти ĕç-хĕлпе, хыпар-хăнарпа кашнинех паллашас килет, - каласа пачĕ Йăлмахва почта уйрăмĕн начальникĕ Ольга Павловна Васильева.

Почта çыхăнăвĕн мĕн пур ĕçченне, суйласа илнĕ профессие чунтан парăннă почтальонсене уяв ячĕпе саламлатпăр. Çирĕп сывлăх, хастар кăмăл-туйăм, телей тата ырлăх сунатпăр.

Н.АРХИПОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429143, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Починок-Быбыть, ул. К.Маркса, д.4
Телефон: 8(83539) 33-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика