06 июня 2015 г.
Ял çынни хуйхине те, савăнăçне те кỹршĕпе пайлать, пысăк ĕçе пуçăнсан та чи малтан пирĕн пата пускил пулăшу сĕнсе васкать. Хуçалăхра усă курмалли япалана та хамăрăн пулмасан вăлах вăхăтлăх усă курма парать. Ĕлĕкрех халăх пĕр-пĕринпе тачăрах пурăннă. Хальхи ĕмĕрĕн утти вара çак çыхăнăва вăйсăрлатса пырать. Ача чухне кун каç енне кайсан ĕçрен таврăнса килти ĕç-пуçа тирпейленĕ аннесем пахча умĕнчи сак çине пуçтарăнса ларни асрах. Шỹтлетчĕç, пĕр-пĕрне çĕнĕ хыпарсем пĕлтеретчĕç, алă ĕçĕ тăватчĕç. Хапха алăкĕсем килен-каяншăн яланах уçă пулнă. Курайманлăх, кĕвĕçỹ туйăмĕ пулман та пуль.
2000 çулта Париж çынни Антанасе Перифан çынсен хушшинчи туслăх, тăванлăх туйăмне упраса хăварас, ырă хутшăнусене çирĕплетес тĕллевпе уяв йĕркеленĕ. Кỹршĕсен кунне май уйăхĕн юлашки эрнекунĕнче ирттерме палăртнă. Унтанпа çак уяв çултан çул тĕнчере анлă сарăлса Раççей çĕршывне те çитрĕ.
Хирти Мăнтăрти Культура çурчĕн ĕçченĕсем пуçарнипе Троица кунне Çырма кассинчи кỹршĕ-аршăсем çынсене тарават Даниловсен хапхи умне пуçтарăнчĕç. Ватăсем ака-суха вĕçлесе çак кун пуçласа вăйă картине тăнине аса илчĕç. Юрă сăмахĕсене манман иккен. Çамрăксемпе пĕрле вĕсем хăйсен çамрăк лăхĕнчи юрăсене юрласа киленчĕç. Галя аппа нумай юрă пĕлет, вăл юрласа ертсе пычĕ. Пухăннисем тĕрлĕ вăйăсем вылярĕç, ăмăртусене хутшăнчĕç. Çумкка тете, 80 урлă каçнă пулсан та, сак çинче пусăрăнса лармарĕ. Çамрăксемпе танах вăйăсене хутшăнчĕ. Чи кăсăкли, кăмăлли вара кашни хăйĕн кỹршин ырă енĕсене аса илни пулчĕ. Пускилсем каланă тăрăх, Петя тете питĕ тирпейлĕ хуçа пулнине, юнашар пурăнакансене йывăрлăхра пулăшма яланах хатĕррине пĕлтĕмĕр. Саняк аппа пире çăмăлах пулман çамрăклăхĕ çинчен кĕскен каласа пачĕ.
Ватăсем "Хамăра çĕнĕрен çуралнă пекех туйрăмăр. Çак уявра малашне те пĕрле пухăнса савăнасчĕ", - тесе тав туни пире пехил панă пекех пулчĕ.
Источник: "Каçал Ен"