Кайнлыкский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Таймапуç сана, ветеран

08 мая 2015 г.

Тавтапуçах ветерана ĕлĕкхи чăтăмлăхшăн,

Тавтапуçах ветерана хуйхине пусарнăшăн,

Тавтапуçах ветерана ăста алăллă пулнăшăн,

Тавтапуçах ветерана пирĕншĕн тĕслĕх пулнăшăн.

Йăлмахва ялĕнче пĕртен-пĕр ветеран - Василий Николаевич Чаржов пурăнать. Ял-йыш ăна Ваççили тете тесе чĕнет. Нумаях пулмасть, эпир, шкул ачисем, Василий Николаевичпа тĕлпулу ирттертĕмĕр. Акă мĕн каласа пачĕ вăл пире.

"Эпĕ Йăлмахва ялĕнче 1923 çулта çуралнă. Вăрçă хыпарне Амур облаçĕнчи Николаевск хулинче пĕлтĕм. Унта вербовкăпа ĕçлеме кайнăччĕ. Вăрçăн виççĕмĕш кунхине мана салтака илчĕç. Вăл кун ман асра ĕмĕрлĕх юлчĕ.

Салтак тумне тăхăнсан мана 16-мĕш уйрăм стрелоксен батальонне илсе кайрĕç. Батальон çумĕнче юланутлă разведка взвочĕ пулнă, 1944 çулхи августчен çавăнта тăтăм. Кайран вара, 1945 çулхи июнь уйăхĕчченех, Благовещенскри çар пехотин училищинче офицера вĕрентĕм. Фашистла Германие çĕнтернĕ хыççăн офицерсен шкулне салатса ячĕç. Мана аслă сержант званийĕ пачĕç. Офицерсен шкулĕ хыççăн Япони самурайĕсене çĕмĕрсе тăкнă çĕре хутшăнма тиврĕ. Унта эпĕ "За победу над Японией" медаль илме тивĕç пултăм. 1947 çулхи апрель уйăхĕнче пире мобилизацилерĕç. Киле тавар вакунĕнче таврăнтăмăр. Аттепе аннешĕн, çывăх çынсемшĕн эпĕ киле чĕрĕ çитни тем пекех савăнăç пулчĕ.

Ялта вăрçă вăхăтĕнче те, ун хыççăн та питех те йывăр пурнăç пулнă. Çимелли çук, çынсем çуркунне улма ани çинчен крахмал пуçтарса çиетчĕç. Колхозри ĕне-лаша выçă пирки ураран ỹкетчĕ, вĕсене çĕклесе тăрататтăмăр. Эпĕ килнĕ çул лашасене халăхран çĕрулми пуçтарса çитерсе вăй илтерсен çур аки туса пĕтерчĕç.

Çартан таврăнсан мана ялти вулав çурчĕн заведующийĕ пулма шанчĕç. Çамрăксемпе концертсем, спектакльсем лартаттăмăр.

1950 çулта ял Совет председательне суйларĕç. Ку ĕçре 10 çул ĕçлерĕм. Каярах Комсомольскинчи çăкăр завочĕн заведующийĕнче, 3 çул суту-илỹ пайĕн заведующийĕнче вăй хутăм. Ялти кирпĕч заводĕнче 12 çул ĕçлеме тиврĕ. 1977 çултан пуçласа Комсомольскинчи райпора ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухрăм. Мирлĕ вăхăтри ĕçшĕн тата юбилей медалĕсем пурĕ 15, 1 орден, тав çырăвĕсем пур".

Василий Николаевич пире шкулта лайăх вĕренмеллине, киревсĕр те япăх ĕçсемпе иртĕхмелле маррине аса илтерчĕ. Нумай юрă юрласа парса савăнтарчĕ. Эпир те ветерана сăвăсем каласа, юрăсем юрласа саламларăмăр.

Ветерансем, сирĕн кун-çулăр яка пулман. Эпир ăна лайăх пĕлетпĕр. Пурнăç çулĕ çинче нумай йывăрлăх пулнă, çапах та эсир хăвăрăн пысăк чăтăмлăха пула çав йывăрлăхсене тỹссе ирттернĕ. Ахальтен мар эпир калатпăр:

Эсир чăн-чăн çынсем!

Мухтанатпăр сирĕнпе чăнласах!

Сире ватлăхри кунсенче пурăнма таса та янкăр тỹпе, телей, сывлăх сунатпăр!

Екатерина МИРОНОВА,

4-мĕш класс

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429143, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Починок-Быбыть, ул. К.Маркса, д.4
Телефон: 8(83539) 33-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика