Кайнлыкский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăста ветеринар

25 апреля 2015 г.

 Зинаида 1965 çулта Йăлмахва ялĕнче нумай ачаллă хресчен çемйинче кун çути курнă. Паллах, ашшĕпе амăшне, Гурий Васильевичпа Лидия Ивановнăна, сакăр ачана ура çине тăратма çăмăлах пулман. Дмитриевсен çемйине ял-йышра та, районта та хисеплеççĕ. Гурий Васильевич "Знамя" колхозра, каярах "Турхан" ЯХПК-ра механизаторта ĕçленĕ. Тăрăшуллă ĕçчен яланах малти ретре пулнă, нумай грамота тата "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ" ята илме тивĕçнĕ. Лидия Ивановна "Знамя" колхозри пахча çимĕç бригадинче вăй парса ĕçленĕ. Амăшĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ пирки çурма тăлăха юлнă ачисене воспитани парса ỹстересси ашшĕ хулпуççийĕ çине выртнă. Гурий Васильевич сакăр ачине те пурнăç çулĕ çине тăратма вăй çитернĕ. Зинаида, çемьере виççĕмĕш ача пулнă май, ашшĕне яланах пулăшма тăрăшнă.

Хальхи вăхăтра Зинăн аслă аппăшĕ, Лариса Гурьевна, Хирти Мăнтăрти вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литература предметне вĕрентет. Галина Гурьевна Шупашкарта инженер пулса ĕçлет. Людмилăпа Фаина Мускав хулинче заводра вăй хураççĕ. Валерий ашшĕ çулне суйласа илнĕ - тракторист, тăван ялта тăрăшать. Владислав Краснодар облаçĕнче ĕçлесе пурăнать. Шел, чи кĕçĕн шăллĕ Владимир упранаймарĕ - 2010 çулта вăхăтсăр пурнăçран уйрăлчĕ.

Зинаида Гурьевна, ачаранах чĕр чунсемпе кайăксене юратаканскер, шеллекенскер, шкултан вĕренсе тухсан пĕр иккĕленсе тăмасăрах Вăрнарти ял хуçалăх техникумне вĕренме кĕнĕ. Техникума ăнăçлă пĕтернĕ çамрăк хĕр Комсомольски ветеринари лабораторийĕнче бактериологи пайĕнче лаборанткăра ĕçленĕ. Виçĕ çултан Зинăна Хирти Сĕнтĕрти ветучасток заведующийĕ пулма шаннă. 1987 çултан вăл Аслă Çĕрпỹелĕнче ветеринари фельдшерĕнче вăй хунă. Хальхи вăхăтра Йăлмахва ялĕнчи ветучасток заведующийĕнче тимлет. Вăтăр çул ветеринарта ĕçлекен хĕрарăм çумăрлă-юрлă, çил-тăманлă çанталăка, каçпа ире пăхмасăр чирленĕ выльăх-чĕрлĕхе пулăшу пама васкать. "Йăшнă выльăхăн куçĕсенче асапланни, пулăшу ыйтни çырăнать. Сипленĕ хыççăн вĕсем тав тунăн пăхнине курсан савăнтарать", - тет ăста специалист. Зинаида Гурьевна ĕçе тăрăшса, тĕплĕ пурнăçлать, ĕçтешĕсенчен те çавнах ыйтать. Çавăнпа вăл ял çыннисем, пуçлăхсем, ĕçтешсем хушшинче яланах хисепре.

Пултаруллă хĕрарăм упăшкипе, Владимир Ильич Максимовпа (Комсомоьски газ участокĕнче водительте ĕçлет), ывăлпа хĕр çуратса пурнăç çулĕ çине тăратнă. Апрель уйăхĕн 25-мĕшĕнче Зинаида Гурьевна 50 çулхи юбилейне паллă тăвать. Владимир Ильич кăçал 55 çул тултарать. Юбилярсене малашнехи пурнăçра çирĕп сывлăх, çемье телейĕ, ĕçре ăнăçу сунатпăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429143, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Починок-Быбыть, ул. К.Маркса, д.4
Телефон: 8(83539) 33-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика