Кайнлыкский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачисемпе, мăнукĕсемпе чунтан савăнать

22 апреля 2015 г.

Хирти Мăнтăр ялĕнче пурăнакан Григорьевсем патне пырса кĕрсессĕн кунта чăннипех те маттур, пултаруллă çынсем пурăнни кил картишĕнченех сисĕнет. Пур япала та хăйĕн вырăнĕнче, алкумне çыхнă çеçке карçинккисем илем кỹреççĕ, пỹртре чечексем ешереççĕ, стена çинче тĕрленĕ ỹкерчĕксем çакăнса тăраççĕ, çыхнă минтерсем те хăйне кура килĕшỹллĕ вырăнта.

- Галя кинĕм тĕрлеме те, çыхма та ăста. Чечексем ỹстерме кăмăллать. Акă, çулла пахчара ỹсекеннисене акнă, калчисем çитĕнеççĕ. Вунă тĕрлĕ те пур пуль. Помидорĕ, пăрăçĕ те аван шăтрĕç, - сăмаха пуçларĕ Вера Васильевна, килнĕ хăнана тарават кĕтсе илсе. Григорьевсен çемйинчи чи асли вăл, 87 çула кайнă пулин те, куллен сĕнỹ-канаш парать, ачисемпе мăнукĕсене пулăшма тăрăшать. Çулĕсене пăхмасăрах Вера аппа аван çỹрет. Çулла пахчана тухса кăштăртатать, хĕлле вăхăта пỹртре ирттерет: хаçат-журнал вулать, мăнукĕсемпе йăпанать.

- Унччен ал ĕçĕ нумай тунă, алсачăлха çыхнă, кĕпе-йĕм çĕленĕ, пир тĕртнĕ. Ачасене килте çĕленĕ япаласемпе çитĕнтернĕ. Халĕ ĕнтĕ лавккаран туянма пулать, укçа-тенки çеç пултăр. Ĕлĕкхи вăхăт мар ĕнтĕ, пурнăçĕ лайăх, савăнса çеç пурăн. Сенкер çулăмпа ăшăнатпăр, сивĕ, ăшă шывĕ пур, пỹртех кĕрет, тухать. Ачасемпе савăнса пурăнас çеç килет, - тет кинемей.

Ĕлĕк сахал мар терт-нушине курнă хĕрарăм паянхи кун пурăнма май килнишĕн кашни ир, каç Турра тав тăвать. Вера аппан ачалăхĕ те, çамрăклăхĕ те çăмăл пулман. Вăрçă пуçланнă çул вăл 13-ре пулнă. Ашшĕ вăрçа тухса кайнине питĕ лайăх ас тăвать. Амăшĕ сĕтел çинчи пĕр çăкăрпа тата 7 ачипе тăрса юлнă. Пĕр ывăлĕ выçлăхпа чире пула çамрăклах вилнĕ. Ултă ачине пĕчченех пăхса çитĕнтернĕ вăл, мăшăрне хаяр вăрçăран кĕтсе илеймен, 1942 çулта вăл хыпарсăр çухалнине пĕлтерсе хура хут килнĕ.

- Эпир ялта аван пурăннă çемье пулнă. Вăрçă пуçлансан выльăх-чĕрлĕх витисене, хапхана, ытти хуралтăсене Çĕнĕ Кипеç ялĕнчен килсе пăсса, пуçтарса кайрĕç. Анне татăлса йĕрсе ячĕ. Апла пулин те йывăрлăха парăнмарĕ, килте яшка, çăкăр пулмасассăн та пире хире крахмал, чăкăт курăкĕ пуçтарма кăларса ямастчĕ, шеллетчĕ. Колхозран пĕр пăт тырă паратчĕç, ăна авăртса çăнăх хатĕрлеттĕмĕр. Çăнăх шỹрпи пĕçерсе çинĕ. Кăмака хутма вутă пулманран улăм, ĕне тислĕкне типĕтсе те сахал мар çунтарнă. Пĕрре вутă хатĕрлеме вăрмана вăкăрпа кайрăмăр. Хăрăк туратсене тиесе çеç тухрăмăр, лесник тытса чарчĕ, илсе килме ирĕк памарĕ. Иккĕмĕшĕнче кỹршĕсемпе кайрăмăр, çителĕклех илсе килтĕмĕр. Çул çинче шăнса пăсăлтăм пулас, икĕ кăкăр хушшинче пысăк шыçă пуррине асăрхарăм. Анне Канаш хулине больницăна илсе кайрĕ, ку шыçăран чĕрĕлеймест ачу тесех ăсатрĕç пире. Киле таврăнсан шыçă шăтса юхрĕ, сывалтăм. Пурăнас кунăм пулнах çав, - тет ассăн сывласа Вера аппа.

Ватă калаçнине тимлĕн итлесе ларатăп та вăл ăçта кăна ĕçлеме пултарнинчен тĕлĕнетĕп. Район центрĕнчи тата ялсене çыхăнтаракан çулсене пуçласа чул сарнă çĕре те хастар хутшăннă çамрăк хĕр. Çак ĕçе ăна Йăлмахва ялĕнче пурăнакан Иван Албутов явăçтарнă. Çамрăксем çул сарнă çĕрте хастар ĕçленине, вăрманта пĕрре 12 кашкăра курса çав тери хăранине аса илет кинемей.

Чылай вăхăт вăл колхоз сыснисене пăхнă. Вĕсене валли çĕр пỹртре хуранпа çĕр улми пĕçернине те паянхи кун пулнă пек каласа парать: "Çуса тасатса пĕçереттĕмĕр, сыснасене тỹсе çитереттĕмĕр. Пиçнĕ çĕр улмине хамăр та юратсах çиеттĕмĕр".

Вера аппа Канаш хулинче вагонсем тăвакан завод тунă çĕре те хутшăннă. Кирпĕч, хăма, хăйăр йăтнă, арçынсем завод çурчĕсене хăпартнă. Çавăнтах хăмасенчен çапса тунă сарайĕнче нар çинче çывăрнă. Тăрăшнине кура укçине аван тỹленĕ. Ĕçлесе илнĕ укçапа туяннă хура, сарă çеçкеллĕ пусмаран хунямăшĕ кĕпе, костюм çĕлесе панă иккен.

Мăшăрĕпе, Геннадийпе, вăрман каснă çĕрте туслашнă. Вăл Верăна куç хывнăран-ши, пĕрре кăна мар çăпата хуçса панă. Ялти маттур бригадир ĕçчен хĕрсене çав тери юратнă, вĕсен шутĕнче Вера та пулнă. 1950 çулта икĕ çамрăк çемье çавăрнă. Иккĕшĕ те "Знамя" колхозăн маттур ĕçченĕсем пулнă. Григорьевсем мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех унта тăрăшнă, пĕр ĕçрен те пăрăнман. Григорьевсем пурнăçра икĕ çурт лартма вăй çитернĕ, 2 хĕрпе 5 ывăл пăхса çитĕнтернĕ, йывăç-тĕмне сахал мар лартнă. Хĕрĕсемпе ывăлĕсем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче çемйисемпе пурăнаççĕ, аслă пĕлỹллĕ специалистсем юратнă ĕçре тăрăшаççĕ. Хăйсем те ача-пăчаллă, мăнукĕсем пур. Саша ывăлĕ çемйипе ашшĕ килĕнче тĕпленнĕ. Шел пулин те, çемье пуçĕ 7 çул каялла çĕре кĕнĕ. Вера аппа кун пирки хурланса пĕлтерет, Геннадин сăн ỹкерчĕкне сумлă вырăнта упрать.

Ырă кăмăллă та маттур хĕрарăм мĕн пур йывăрлăха çĕнтерсе, ырă та мирлĕ пурнăçпа пурăннăшăн савăнать. Галя кинĕпе шăкăл-шăкăл калаçса, ĕçе пĕрле пурнăçлаççĕ.

- Кинĕмпе 29 çул килĕштерсе пурăнатпăр, вăрçăнса курман, мана çемьере яланах хисепленĕ, хисеплеççĕ те, ачасемпе мăнуксем сума сăваççĕ, тавах. Хăйсен те çĕр çинче ыр курса пурăнмалла пултăр, - терĕ Вера аппа мана ăсатнă май.

Хăйне ырă тăвакана виçĕ хут ырăпа тавăрать кинемей. Ĕмĕрĕн юлашки çулĕсене çывăх çыннисемпе пĕрле савăнса ирттермешкĕн, канлĕхре ыр курса пурăнмашкăн вăл тивĕçлех.

А.ЕФРЕМОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429143, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Починок-Быбыть, ул. К.Маркса, д.4
Телефон: 8(83539) 33-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика