15 апреля 2015 г.
Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем уй-хир культури çитĕнтерсе çеç тупăш илмеççĕ, çĕр лаптăкĕсем çинче тĕрлĕ пахча-çимĕç туса илесси те вăй илсе пырать.
Акă, "Турхан" ЯХПК-ра пĕрремĕш çул çеç мар купăста çитĕнтереççĕ, сахал мар тупăш илеççĕ. Кăçал кунта çĕнĕ теплица та хута янă. Паянхи куна ир çитĕнекен купăста шăтса тухнă, калчисем парка та çирĕп. Каярах пулакан купăста вăрлăхне акас ĕçе пуçăннă. Ĕçченсем паха тупăш илме сахал мар ĕçлемеллине лайăх пĕлеççĕ. Çавăнпа акнă вăрлăхсене вăхăтра шăварса, апатлантарса тăраççĕ. Николай Владимирович Михайлов ертỹçĕ пĕлтернĕ тăрăх, кăçал купăста çитĕнтерекен лаптăка ỹстерме палăртнă. Çуркунне калчасене, кĕркунне çимĕçе сутлăх та туса илесшĕн. Унпа пĕрлех ĕçченсем валли помидор калчисем хатĕрлессине те плана кĕртнĕ.
Ĕçе вăхăтра пурнăçлани, калчасене лайăх пăхса çитĕнтерни пысăк тупăш илме май парать.
Источник: "Каçал Ен"