11 апреля 2015 г.
Ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче Хирти Мăнтăрти культура çуртĕнче поэзи каçĕ иртрĕ.
Шкулта вĕренекенсем те, аслăраххисем те хаваспах Мария Каçалсем поэтессăпа тĕл пулма пуçтарăнчĕç. Поэзи каçне уçнă май культура çурчĕн ертỹçи В.П.Данилова сăвăçăн пурнăç çулĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Сăмах май каласан, Мария Каçалсем çырнă "Çул кăтартрĕ пире анне пилĕ" кĕнеке "Литературăллă Чăваш Ен: 2013 çулхи чи нумай вуланакан кĕнеке" конкурсра "Асамлă йĕрке" номинацире хутшăнать. Марионелла Николаевна ачаранах поэзине юратнă, хăй те шкулта вĕреннĕ чухнех сăвăсем çырнă. 2013 çулта иртнĕ "Чăваш йăмри" литература ăмăртăвĕнче "Чăваш йăмри" хайлавпа пĕрремĕш вырăн йышăннă. Комсомольски районĕ 75 çул тултарнă ятпа ирт-тернĕ сăвăсен конкурсĕнче те "Каçал ен" сăвви нумай çын кăмăлне кайнă. 2014 çулта сăвăçăн "Вăй-хал кỹрет пире чăн юрату хăвачĕ" ятпа иккĕмĕш кĕнеки тухнă. 2014 çулта Мария Каçалсем мĕнпур чăваш халăхĕн Эмине ячĕллĕ хĕрарăмсен наци премине пултарулăх ĕçĕнче яш-кĕрĕме çĕршывшăн, чăвашлăхшăн тăрăшса вĕрентес ĕçре çитĕнỹсем тунăшăн илме тивĕçнĕ.
"Тăван кĕтес, çуралнă килĕм,
Чăваш чĕлхи, анне чĕлхи.
"Анне" сăмах çемçе те селĕм,
Унран пахи тата пур-ши?" - тесе пуçларĕ сăвăç хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарма. "Ан пул эс аслă çăкăртан", "Туслăх юрри", "Украина, мĕншĕн пăлханатăн?", "Пĕчĕк ачасем - пурнăç çеçкисем" тата ытти нумай-нумай сăввви шăнкăр-шăнкăр юхрĕ. Автор вуланине итлекенсем тимлĕн тăнласа ларчĕç. О.В.Афанасьева та поэтесса сăввисене чуна тыткăнламалла вуларĕ. "Мария Каçалсем сăввисене вулатăп та кашни йĕрки чĕрене хумхантарать. Хăш-пĕрисем ман шăпа çинчен çырнă пекех туйăнаççĕ", - терĕ вăл çыравçăна пултарулăхĕнче ăнăçу суннă май. Р.И.Гаврилова та автор çинчен ăшă сăмахсем каларĕ.
Поэзи каçне вĕçленĕ май пуçтарăннисем поэтессăна малашне те пысăк ỹсĕмсем тума, çĕнĕ хайлавсем шăрçалама ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунчĕç. Автор та парăмра юлмарĕ, культура çуртне хăйĕн кĕнекисене парнелерĕ, çывăх вăхăтра ачасем валли çырнă сăвăсен кĕнеки тухасса пĕлтерчĕ.
В.ДАНИЛОВА
Источник: "Каçал Ен"