Кайнлыкский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Елькка аппа

04 апреля 2015 г.

Йăлмахва ялĕнче тĕлĕнмелле пултаруллă, сăпайлă çын пурăнать. Елена Порфирьевна Чернова кăçал 85 çине пусрĕ. Елькка аппа самант та ĕçсĕр лармасть: çемйине çăкăр пĕçерсе çитерет, сурăх çăмне пурçăн çиппи пек тикĕс арласа тăпăл-тăпăл алсиш-чăлха çыхать, кил картинче те тирпей тытса тăрать, выльăхĕсене, чăххи-чĕппине юратса пăхать. Вăл хăйĕн çулĕсенчен нумай çамрăк курăнать. Паллах, чунпа илемлĕ, юрлама ăста çын час ватăлмасть.

Хапха алăкне уçса ярсанах ман куç умне тирпейлĕ картиш тухса тăчĕ. Вырăнсăр пĕр япала та çук унта. Мана хирĕç ырă сăнлă, йăлтăр кулăллă кинемей утрĕ. Ахăртнех, вăл эпĕ киличчен картишĕнче кăштăртатнă. Сывлăх сунса хампа паллаштартăм. Кинемей мана хапăлласах пỹрте кĕме чĕнчĕ. Тĕпеле иртсенех эпĕ пỹртре те, картишĕнчи пекех, тирпейлĕх хуçаланнине палăртрăм. Кил хуçисен тараватлăхĕ, евĕклĕхĕ манăн кăмăла уçрĕ.

Кинемей, мĕнрен пуçлам-ши тенĕ евĕр, пĕр вăхăт шухăша кайса ларчĕ, кăштахран калаçăва пуçларĕ. "Эпĕ Йăвашкел ялĕнче çуралнă. Манăн атте, Порфирий Иванович Белов, Çĕнĕ Шăхран ялĕнче учительте ĕçленĕ. Вăл çав ял хĕрнех качча илнĕ. Анне Праски ятлăччĕ. Аттепе анне мăшăрлă пурнăçпа нумаях пурăнайман. Аттене Хусанта вĕреннĕ хыççăн Мускава следовательте ĕçлеме куçарчĕç. Каласа панă тăрăх, анне эпĕ çичĕ уйăха çитсен çĕре кĕнĕ. Анне вĕрелсе чирлесен кăкăр сĕчĕ те анма пăрахнă. "Кĕмĕл кашăка çăвару патне илсе пыраттăм та эсĕ чĕкеç чĕппи пек çăварна караттăн, сĕте сыпаттăн", - эпĕ тăнлансан каласа паратчĕ кукаçи. Вырăнпа выртакан анне сывалаймасса пĕлсех мана валли усрав çемье шыранă. Пĕртен-пĕр хĕрне хăйсен çуначĕ айне илме кăмăл тунă виçĕ çемьерен вăл пĕрне, тин çуралнă пепкине тирпейлесе пытарнă, Çĕнĕ Шăхран ялĕнче пурăнакан мăшăра суйласа илнĕ. Çапла эпĕ кăкăр сĕчĕсĕр юлман. Тăван мар аттепе анне мана хăйсен хушаматне панипе Беловăран эпĕ Чепайкина пулса тăнă. Вĕсем мана хăйсем çуратнă ачи пекех юратса ỹстерчĕç", - пĕлтерчĕ Елькка аппа.

Мĕнле чĕри ыратнă пуль ача амăшĕн хăйĕн пурăнас кунĕсем вĕçленсе пынине, пĕртен-пĕр пепки тăлăха юлассине пĕлсе тăрса пурнăçран уйрăлма. Шухăшласа илсен чĕре сỹлетсе каять.

- Аçăр вара пĕрре те килсе кураймарĕ-и сире?

- Атте мана Мускава илсе кайма тесе килнине хальхи пек астăватăп. Эпĕ ун чухне пуçламăш классенче вĕренеттĕм. Урок вăхăтĕнче класа çар тумĕллĕ яштака арçын кĕрсе тăчĕ. Вăл мана тỹрех палласа илчĕ. Эпĕ те ăна палларăм. Атте учительпе пăшăлтатаса калаçса илчĕ те мана урокран кайма ирĕк пачĕç. Эпĕ, хама пурнăç панă аттене ют çын тесе шутлаканскер, хăранипе унран пĕтĕм вăйран тартăм. Киле чупса çитсенех йĕре-йĕре асаннене хама лупас тăрринче пытарма ыйтрăм. Мана çак самантра нимле кучченеç те, парне те кирлĕ марччĕ, çемьерен уйăрасран çеç хăрарăм. Атте ман хыççăнах пỹрте кĕчĕ. Вăл мана чĕрçи çине лартса ытала-ытала йĕчĕ. Мана тем пекех хăйпе илсе кайĕччĕ. Кукаçи вара: "Хам çỹллĕш укçа парсан та Ельккана парса ямастăп. Эсĕ ăна илсе кайăн та приюта ăсатăн", - терĕ. Атте текех яла килмерĕ. Чылай вăхăт иртсен çеç эпĕ атте 1942 çулта вăрçа кайнине, унта та следователь пулнине, 1943 çулта майăн 9-мĕшĕнче Ленинград хули патĕнче пуçне хунине пĕлтĕм.

Кинемейĕн вăрçă вăхăтĕнчи пурнăçĕпе питĕ кăсăклантăм.

- 1940 çулта эпир çемйипех Челябинск хулине куçса кайрăмăр. Аттене вăрçа илсе кайрĕç. Ун ячĕпе килнĕ хура хута вулама пире чăтма çук йывăр пулчĕ. Хăй кайран каласа панă тăрăх, выçăллă-тутăллă, çийĕнче ăшă тытакан тумтирсĕр пулнăскер вăл тифпа чирленĕ пулнă иккен. Ăна, вилме патнех çитнĕскере, чĕрĕлейместех тесе шутланă пуль çав. Çынни вилнипе вилменнине тĕрĕслемесĕрех хут çырнă. Атте вара пурнăçăн çỹхелнĕ çиппинчен тытăнса юлнă. Вăл сывалса çитме, вăй пухма çемьене таврăнчĕ. Çĕпĕрте пурнăç ытла та йывăрланса çитнипе аттепе анне каялла Чăваш Ене таврăнма шут тытрĕç. Чăрмавĕ те нумай кĕттермерĕ. Чĕнсе яракан хутсăр Çĕпĕртен кайма çук. Вара мана, 13-ри хĕре тата Çĕнĕ Ахпỹрт ачине, 15 çулти Аркаша, çемьесем кутамккасене уни-куни çимелли чиксе тăван тăрăха ăсатрĕç. Анне мана çул çинче тыткалама çĕр тенкĕ укçа парса ячĕ.

Çак çул маншăн асапсăрах пулмарĕ. Çапах Турăпа анне пилĕ çула уçса пычĕç пуль.Станцие çитсенех вăрăсем кутамккасене туртса илесшĕн пулчĕç. Вĕсенчен тарса пытанса хăтăлтăмăр. Унтан, Свердловск хулине çитсен, эпир тăван ене каякан çемье çумне çыпăçрăмăр. Пĕр станцинче Аркаш поезд чарăннă вăхăтра кукăль тухса илчĕ. Эпĕ те кукăль туянма антăм. Таврăнсан хамăр вагона тупаймарăм. Хурланнипе йĕрсе ятăм. Çапах телейĕ пулнах çав манăн. Чăваш Ене каякан милиционер мана хăй хỹттине илсе 2-мĕш станцине (Канаш) илсе çитерчĕ. Вăл вăхăтра Канаш хули вырăнĕнче вĕçĕ-хĕррисĕр уй-хирччĕ. Анне поезд çинчен ансан элеватора кайма хушнине асра тытса эпĕ малалла çуран утрăм. Элеватора çитсен паллакан çынсене шырарăм. Çыннисем те, лавĕсем те нумай пулсан та тăван сăнсене тỹрех уйăртăм. Мирун куккапа инке мана курсан тĕлĕнчĕç те, савăнчĕç те. Вĕсемпе эпĕ Çĕнĕ Шăхрана çитрĕм. Районтан Çĕпĕрте юлнă çывăх çыннăмсене чĕнсе хут ятăмăр. Çемье яла таврăнсан çĕнĕ çурт лартрăмăр. Çĕпĕре çурт сутсах тухса кайнă-çке.

Вунпиллĕк тултарсан Улатăра вăрман касма ячĕç. Кунта эпир Мари Эл çыннисемпе пĕрле ĕçлерĕмĕр. Вăрман касса питĕ ывăнаттăмăр. Барака таврăнсан тата апат та пĕçерсе çимелле. Вăрăм баракра нар çинче выртса пурăнаттăмăр, пĕр каланкка çеç пулнипе сивĕччĕ, япаласене те путлĕ типĕтме çукчĕ. Апатне те урамра пĕçер-нĕ, вутти-шанкине хамăрах хатĕрленĕ.

Лесник арăмĕ пире валли çăкăр пĕçеретчĕ. Ăна пĕр буханкине кун каçма виçĕ пая пайласа паратчĕç. Çапах эпир ỹпкелешмен, ĕçленĕ, шỹтленĕ-кулнă, юрланă.

Ăçта çеç ĕçлемен-ши эпĕ: Первомайскипе Йĕпреç хушшинче дамба купаланă, Кирере вăй хунă, Сиккасссипе Елчĕк хушшинчи çула тунă...

Яла таврăнсан фермăра 120 сурăха эпир икĕ çамрăк хĕр пăхнă. Пĕрре те тăраниччен çывăрса курман, канма выртсан та çăпатасене хывмастăмăр. Общежитине те, путексен витине те улăм çунтарса ăшăткалаттăмăр. Мăн сурăхсене вара темле сивĕ çанталăкра та картара тытаттăмăр. Фермăра ĕçленипе çеç мар, сурăхсене апатлантарса пĕтерсенех колхозри ытти ĕçсене çỹреттĕмĕр. Пилĕк çул сурăх пăхса пĕр путек çеç вĕлернĕ эпир. Лайăх ĕçленĕшĕн пилĕк тенкĕ укçа тата икĕ сурăх илме тивĕçлĕ пултăм. Çак кунчченех пирĕн килкартинче манăн преми сурăхĕсен йăхĕ пурăнать.

Йăлмахва ялне качча килсен те эпĕ тивĕçлĕ канăва кайичченех колхозра вăй хутăм. Ваня мăшăрăмпа çичĕ ача çуратса ỹстертĕмĕр: виçĕ хĕрпе тăватă ывăл. Халĕ ĕнтĕ манăн ачасемпе, тăхăр мăнукпа тата мăнуксен тăватă ачипе савăнса, пархатар курса çеç пурăнмалла, - вĕçлерĕ калаçăва кинемей.

Елькка аппа кашни çулах майăн 9-мĕшĕнче Шупашкар хулинче иртекен парада курма каять. Икĕ çул Мускава та кайса курнă. Кăçал та Шупашкарта уявлакан Çĕнтерỹ кунне кайма ĕмĕтленет.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429143, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Починок-Быбыть, ул. К.Маркса, д.4
Телефон: 8(83539) 33-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика