18 марта 2015 г.
Çак кунсенче тĕп библиотекăра поэзи каçĕ иртрĕ. Чи малтанах Антонина Волкова библиограф "Литературăллă Чăваш Ен: çулталăкра чи нумай вуланакан кĕнеке" конкурса хутшăннă кĕнекесемпе паллаштарчĕ. Поэзи каçне Мария Каçалсем çыравçă хутшăнчĕ. Тĕп библиотекăри "Шанăç", "Шурă туя" клуб членĕсем хăнана хапăл тусах йышăнчĕç.
Мария Каçалсем (Марионелла Николаевна Тимофеева) Чăваш Республикинчи Писательсен Союзĕн тата Писательсен союзĕн тĕнчери Пĕр-лешĕвĕн членĕ, чăн-чăн поэзи ăсти. "Çул кăтартрĕ пире анне пилĕ" - поэтессăн пĕрремĕш кĕнеки. Шăпах çак кĕнекен презентацийĕ иртрĕ.
Чун хушнипе, шалтан тухакан, ырă туйăмсем çуратакан сăвăсем çырать Марионелла Николаевна. Вĕсене вуланăçемĕн вулас килет. Унăн сăввисене Лидия Карзакова, Валентина Яковлева, Мария Мокеева, Валентина Боровкова, Елена Хораськина, Раиса Сереброва чуна пырса тивмелле вуларĕç. Çыравçă вулакансене хăйĕн çĕнĕ сăввисемпе паллаштарчĕ, ыйтусем çине хуравларĕ. Поэзи каçĕ малалла тăсăлнă май, 80 çулхи Анисия Владимирова Валерий Туркайăн сăввисене пăхмасăр каласа тĕлĕнтерчĕ. Евгений Сорокин, Елизавета Самарина анне çинчен питĕ витĕмлĕ сăвăсем вуларĕç.
Тĕп библиотекăн директорĕ Инна Ядрова хаклă хăнана тав турĕ, пултарулăх çулĕ вăрăм та яланах такăр пултăр тесе ырлăх-сывлăх сунчĕ. Поэзи каçĕ пурне те килĕшрĕ, кашнин чунĕнчех ырă туйăмсем çуратрĕ.
Источник: "Каçал Ен"