18 марта 2015 г.
Аслă çĕнтерỹ...Мĕнлерех пысăк шанчăкпа кĕтнĕ ăна вăрçă хирĕнчи окопсенче салтаксем, тылра лаша вырăнне кỹлĕнсе ака-суха тăвакан ĕçченсем. 20 миллион çын пирĕн мирлĕ пурнăçшăн хăйсен пуçĕсене хунă. Хирти Мăнтăр ялĕнчен вăрçа 142 çын кайнă. Вĕсенчен 70-шĕ юратнă çемйисене таврăнайман. Шел пулин те, паянхи кун пирĕн ялта вăрçă ветеранĕсем юлмарĕç. Тыл ветеранĕсен шучĕ те çултан-çул чакса пырать.
Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн халиччен пулман хаярлăхпа пынă Аслă вăрçă чарăннăранпа 70 çул çитнине халалласа хăйсен вăй-халне, сывлăхне шеллемесĕр, ачалăх кунĕсенче çителĕклĕ савăнса-выляса юлаймасăр ырми-канми ĕçленĕ тыл ветеранĕсене кăçал медальсем парса хисеп тума йышăннă. Çак сăлтавпа Хирти Мăнтăрти культура çуртĕнче нумаях пулмасть савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Хирти Мăнтăр ялĕнче çак медале тивĕçлĕ 17 ветеран пурăнать. Уява вара вĕсенчен 10-шĕ çеç килейрĕ. Малтанах Хирти Мăнтăр шкулĕнче вĕренекен ачасем тата Культура çурчĕ çумĕнчи фольклор ушкăнĕ янравлă сăвăсем, вăрçă вăхăтĕнче хайланă юрăсем, кăмăла çĕклекен ташăсем парнелерĕç. Концерт курнă вăхăтра ватăсем шывланнă куçĕсене вăрттăн шăла-шăла илчĕç. Хăйĕн пурнăçĕнче хура-шур курнă çын куçульне çынна кăтартмасть. Паллах, сцена çинче янăракан юрăсем вĕсен чун хĕлĕхĕсене пырса тивсе аса илỹсене вăратрĕç.
Ватлăх пуснипе йывăрланнă пулсан та, ветерансем пурте медаль илме сцена çине хăпарчĕç. Кайнлăк ял поселенийĕн пуçлăхĕпе А.Г.Кузьминпа Культура çурчĕн ертỹçи В.П.Данилова медале тивĕçлĕ пулнă кашни ветерана пуç тайса ăшă сăмахсем каларĕç.
Концерт вĕçленсен те тантăшĕсене чылайранпа курман, питех тухса çỹреймен ватăсем килĕсене часах саланмарĕç. Пĕр-пĕрин пурнăçĕпе, уява килеймен ытти ватăсен сывлăхĕпе кăсăкланчĕç, вăрçă çулĕсенчи йывăрлăхсене, çамрăк вăхăтсене аса илчĕç, хальхи ăру пуласлăхĕ çинчен калаçрĕç.
"Эпир курнă асап-нушана, выçлăх-хурлăха хальхи çамрăксен курмалла ан пултăр. Вăрçă вучĕ нихăçан та пирĕн ачасен, мăнуксен пурнăçĕсене, ĕмĕчĕсене ан татайтăр. Мирлĕ пурнăçа упрасси халь çамрăк ăрăвăн тивĕçĕ", - терĕç вĕсем.
Çĕре çити пуç тайса тав тăватпăр, канлĕ пурнăç сунатпăр сире, пирĕн хисеплĕ ватăсем.
Источник: "Каçал Ен"