Кайнлыкский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăпа

04 марта 2015 г.

100 çын çинче 100 шăпа. Пĕр пек ăраскаллă, шăпаллă çын çуках çĕр çинче. Хирти Мăнтăр ялĕнче яланах типтерлĕ, чунпа илемлĕ Мария Степановна Данилова пурăнать. Ашшĕнчен ир тăлăха юлнăскерĕн пурнăçĕ çăмăлах пулман. Çапах ăна нихăçан та шăпа çине ỹпкелешсе калаçнине илтмен. "Пурнăçа юратмалла.Турра кашни куншăн тав тумалла", - тет хăй ĕмĕрĕнче нумай хура-шура курнă ват çын.

Нумай вăхăт пулать Марье аппана урамра тĕл пулманни. Яланах вашават утакан, хавхаланса калаçакан ват çынпа курнăçмасан чунра тем çитмен пек туйăнать. Килне кайсах курма шухăш тытрăм.

Килнĕ хăнана тарават кĕтсе илчĕç кил хуçисем. Марье аппа та савăнчĕ. Кинĕ сĕтел çине чей, тутлă апат-çимĕç хатĕрлесе лартрĕ. Асăну кунĕ пулнă май икерчĕ çине пыл сĕрсе çисе асăнтăмăр. Калаçу та пирĕнтен уйрăлнă çынсем, вăрçă çулĕсем çинчен юхрĕ.

- Кăçал июль уйăхĕнче 87 тултаратăп. Анне 84 çулччен пурăнчĕ. Асанне çулне çитеесчĕ манăн - вăл 97 çула та такăрлайрĕ. Шел, атте пурнăçне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи шелсĕр татрĕ. Вăрçăччен ман аттепе Мирун тете колхоз лашисене пăхатчĕç. Атте лашасене питĕ юрататчĕ, таса тытатчĕ. Фашистла Германи пирĕн çĕршыв çине тапăнса кĕнĕ хыпар çитсенех колхозăн 15 лашине биркăласа хĕсмете ăсатрĕç. Август уйăхĕнче аттен те вăрçа кайма ят тухрĕ, - пуçларĕ вăл.

Тĕлĕнсе каймалла. Тен, шăпа пỹрнипе, çапăçу хирĕнче чăваш арĕ хăйĕн янаварĕпе салтаксем валли апат-çимĕç, хĕç-пăшал турттарнă. Пĕр çыру çеç ярса ĕлкĕрейнĕ салтак арăмĕ патне - кăранташпа çырнă виç кĕтеслĕ çыру...Çемье куç пек кĕтсен те хыпарсăр çухалнине пĕлтерекен хут килнĕ хыççăн унран пĕр çыру та килмен. Чылай çултан Йăлмахвара пурăнакан Павел Зайцев ашшĕ хăш çапăçу хирĕнче пуçне хунине тупса панă.

- Пĕр кунта тăваттăн тухса кайрĕç вĕсем ялтан: Михаля тете, Якур, Ваçили тетесем тата атте (Çтаппан). Вĕсенчен яла пĕр Якур тете çеç таврăнайрĕ. Унăн çемйи вилнĕ хутне те илнĕччĕ. Шăпа килне çавăрса килчĕ. Эпир вара, ултă пĕр тăван, çурма тăлăха тăрса юлтăмăр. Тăваттăшне ỹссе çитичченех шатра чирĕ пурнăçран уйăрса кайрĕ. Вăт, халь эпир иккĕн - эпĕ тата Çумкка - аттепе аннерен çуралнă пурăнайман ытти ачисемшĕн те ĕмĕре ĕмĕрлетпĕр пулĕ.

Паллах, вăрçă тата ун хыççăнхи çулсем çăмăл пулман халăхшăн. Хальхи пек астăватăп: пылчăклă чухне лаша лавпа хире кĕрейместчĕ, путатчĕ. Эпир вара урасене кĕлте сырса çурлапа тырă выраттăмăр, ана çинчен йăтса тухса лав çине тиеттĕмĕр, хĕле кĕрсен йĕтем çинче тăпачăпа çапаттăмăр, сăвăраттăмăр. Тырă нỹрелсе каясран айне сапма килтен витри-витрипе кĕл йăтаттăмăр. Тем пек йывăр пулсан та нăйласа ларман - вĕреннĕ те, ĕçленĕ те, юрласа-ташлама та вăхăт тупнă. Хĕллехи каçсенче мунчара улах лараттăмăр. Малтан ăна хĕрсем пĕрле пуçтарăнса хăрăмран çуса тасататтăмăр.

Хальхи пек электричество çути те пулман. Çурта, хăйă çутипех нумай ал-ĕç тунă. Мăнкунтан, ăшăтсан, урама тухаттăмăр. Каç пулсан кашни урамранах юрă-ташă кĕвви илтĕнетчĕ. Питравччен вăйă каланă.

"Çерем çинче чăп-чăпар

Çерçи ури йĕррисем.

Вăйă вырăнĕ тап-такăр

Хĕрпе каччă йĕрĕсем" - çапла юрлаттăмăр вăйăра", - аса илчĕ çамрăклăхне кинемей.

Чылайччен калаçса лартăмăр эпир Марье аппапа. Манăн ĕлĕкхи вăхăт, асаттесемпе асаннесен çамрăк чухнехи пурнăçĕ çинчен нумайрах та нумайрах ыйтса пĕлес килчĕ.

-Турă усранă пире. Эпир нихăçан та ывăннă, хырăм выçнă тесе ларман. Çак таранччен пурăнса хальхи лайăх пурнăçа курайнăшăн савăнатăп эпĕ. Вăрçă вучĕ çĕнĕрен ан чĕрĕлтĕрччĕ. Халăхсем пĕр-пĕрин хушшинче туслă, тату пурăннине нимĕн те çитмест, - вĕçлерĕ сăмахне Марье аппа.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429143, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Починок-Быбыть, ул. К.Маркса, д.4
Телефон: 8(83539) 33-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика