Кайнлыкский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йăлмахвасем Çăварнине уявларĕç

28 февраля 2015 г.

Йăлмахва ялĕнче Çăварни уявĕ ачасем ял тăрăх çунашкасемпе ярăнса аннипе пуçланчĕ. Çакă вăл çурхи шыв юххине çул уçса панине пĕлтерет. Кайнлăк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Г. Кузьмин, ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ П.Е. Рыжов, ветерансен совечĕн председателĕ З.Н. Григорьева, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Л.М. Абусева пухăннисене ăшшăн саламларĕç.

Культура çурчĕ çумĕнчи фольклор ушкăнĕ уява малалла тăсрĕ. Вĕсен Çăварнине халалланă программи тарăн та пуян пулчĕ. Пухăннă халăх Çăварни юррисем шăрантарчĕ. Çакăн хыççăн вара хĕле ăсатса çуркуннене кĕтсе илчĕç.

Ратне юррисен конкурсĕнче Смирновсем, Алякинсем, Ефремовсем, Албутовсем, Яковлевсем, Черновсем, Рыжовсем палăрчĕç. "Чи хитре çунашка" конкурсра П.Е. Рыжов çунине çитекенни, "Чи хитре Çăварни тумĕ" конкурсра вара Е.Н. Албутовăран хитри пулмарĕ. Уява хутшăнакансене В.К.Яковлевăпа И.Г. Смирнова икерчĕпе тата тутлă чейпе сăйларĕç.

Уявра спорт вăййисем питĕ интереслĕ иртрĕç: алă вăйĕ виçесси, кире пуканĕ çĕклесси, вĕрен туртасси, чỹлмек çĕмĕресси, улăм тултарнă миххе ывăтасси... Пĕве çинче вара футболла вылярĕç. Кунта арçынсем те, хĕрарăмсем те хутшăнчĕç. Уява пухăннисем катаччи чупса савăнчĕç.

"Çăварни, Çăварни" кĕнеке куравĕ пе алă ĕçĕсен выставки умĕнчен халăх татăлма та пĕлмерĕ. Уйрăмах Л.М. Абусева, С.А. Ефремова, З.Е. Ефремова, З.Н. Григорьева, В.К. Яковлева, Г.Ф. Ефремова, Г.В. Ефремов, А.Г. Кузьмин, О.А. Ефремов ĕçĕсем куракансене килĕшрĕç.

Юлашкинчен пухăннисем пĕр-пĕринчен каçару ыйтса "Çăварни карчăккине" çунтарса ячĕç, усал-тĕселпе чир-чĕре хăваларĕç.

Çăварни уявне ирттерме пулăшакансене тата спонсорла пулăшу панисене уйрăмах тав сăмахĕ калас килет: Л.М. Абусевăна, З.Н. Григорьевăна, П.Е. Рыжова, В.К. Яковлевăна, Г.Г. Смирнова, А.И. Дмитриева.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429143, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Починок-Быбыть, ул. К.Маркса, д.4
Телефон: 8(83539) 33-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика