Кайнлыкский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыйтăвĕсем уçăмлă, хуравĕсем татăклă

21 февраля 2015 г.

Районта февралĕн 18-мĕшĕнче иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕ, Литература çулталăкĕнче туса ирттермелли ĕçсем, пенси тытăмĕнчи улшăнусем çинчен сỹтсе яврĕç. Тĕп хуламăртан халăхпа тĕл пулса калаçма килсе çитнĕ ушкăн йышĕнче улшăнусем те пур. П.С. Красновпа, Т.И. Михайловăпа пĕрле кăçал Чăваш Ен финанс министрĕн çумĕ В.Н. Иванов, "Слава картофелю" агрофирмăн директорсен совечĕн председателĕ А.П. Капитонов тата "Хыпар" издательство çурчĕн директорĕ - тĕп редакторĕ В.В. Туркай районти Пĕрлехи информаци кунĕсене уйăхсерен килсе тăрĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев районти лару-тăрупа кĕскен паллаштарнă хыççăн представительсемпе район администрацийĕн ĕçченĕсем ушкăнсене пайланса ял тăрăхĕсене çул тытрĕç. Тукай ял тăрăхĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕпе Петр Красновпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев, РФ Пенси фончĕн Комсомольски районĕнчи управленийĕн начальникĕ Сергей Горбунов пулчĕç. Малтанах Çĕнĕ Мăратри иртнĕ çул модернизациленĕ культура çурчĕн, библиотекăн ĕç-хĕлĕпе паллашрĕç.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Ольга Андреевăпа Любовь Павлова директор патшалăх программине хутшăнса грант çĕнсе илни юсав ĕçĕсем тума, сцена тата артистсен тумне туянма пысăк пулăшу панине пĕлтерчĕç. Çурчĕ пысăккипе малашне те юсамалли пайтах-ха, кунта ĕçлекенсен хăйсен клубăн сăн-сăпатне малалла та илемлетес кăмăлĕ пысăкки информушкăн членĕсене савăнтарчĕ, пулăшмалли мелсене шырама хистерĕ. Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн коллективĕпе те куçа-куçăн калаçу иртрĕ. Малтанах информушкăн членĕсем республика Пуçлăхĕн Çырăвĕнче палăртнă кăçал тумалли ĕçсем çинче чарăнса тăчĕç. С.В. Горбунов патшалăх пулăшăвĕсен Пĕрлехи порталĕпе усă курса пенсипе çыхăннă ыйтусене пĕлме харпăр хăй кабинетне кĕме май пуррине, ытти çĕнĕлĕхсене тĕплĕн ăнлантарчĕ.

Шкулта паян таврари ялсенчен 138 ача пĕлỹ пухать. Вĕрентекенсен ытларах пайĕ пенси çулне çывхарса пырать е çитнĕ, çамрăккисем вара сахалрах. Учительсене те, пуçлăхсене те ялсенче çамрăксем юлманни уйрăмах шутлаттарать. Çамрăк çемьесем ялта тĕпленменни демографи лару-тăрăвĕ çивĕчленессипе тỹрремĕн çыхăннă-çке. Çавăн пекех Тăманлă Выçли ялĕнчи çул япăххи, пенси ыйтăвĕ пăшăрхантарни палăрчĕ. Информаци кунне хутшăннисем ыйтусем çине çийĕнчех хурав илчĕç.

Чăваш Республикин финанс министрĕн çумĕ Валерий Николаевич Иванов, район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Евгений Иванович Чернов Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн педагогĕсемпе тĕл пулчĕç, информкуна кĕртнĕ ыйтусемпе паллаштарчĕç, вĕсене коллективпа сỹтсе яврĕç. Пухăннисем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвне пăхса тухнипе пĕрлех вăл чăннипех те пĕтĕм отрасле пырса тивнине, унта кашни ыйтăва туллин çутатнине каласа хăварчĕç.

Вĕренỹ çине те пысăк тимлĕх уйăрнă Çырура. Сăмахран, 2014 çулта вĕренỹ тытăмне каякан тăкаксем, 2009 çултипе танлаштарсан, 1,8 хут ỹснĕ тата 14,9 миллиард тенкĕпе танлашнă. Пĕлтĕр республикăри 6 шкул Раççейри чи лайăх 500 шкул шутне кĕни те - пысăк утăмсенчен пĕри. Кунта, паллах, вĕрентекенсен, шкулсен ертỹлĕхĕн, ашшĕ-амăшĕн тỹпи те çук мар. "Кăçал Раççейре Литература, Чăваш Енре К.В. Иванов çулталăкĕ. Çавна май Раççейре, республикăра, районта тĕрлĕ мероприятисем, концертсем, вулав каçĕсем, конкурссем иртмелле. Асăннă çулталăка январĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарта Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Пирĕн паллă поэтăмăр К.В. Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине халланă уяв май уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче иртет. Раççейре, республикăра, районта иртекен мероприятисене, паллах, кашниех хутшăнмалла. Унта ачасене те явăçтармаллах", - палăртрĕ Валерий Иванов.

Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче Çулталăка халалласа чылай мероприяти ирттерме те ĕлкĕрнĕ. 2015 çул тăрăшшĕпех йĕркелемелли мероприятисен планне палăртнă.

Кăнтăрла хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕç пỹлĕмĕнче Пĕрлехи информаци кунне пĕтĕмлетрĕç. Кашни ушкăн вăл е ку ял тăрăхĕнчи лару-тăрупа паллаштарчĕ, халăх хускатнă ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ. Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертỹçин çумĕ Т.И. Михайлова тата район администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелекенĕ Ю.В. Скворцов Кайнлăк ял тăрăхĕнче пулнă. "Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕнче спортзал урайĕ йăшнă, чỹречесене ылмаштарма вăхăт çитнĕ, пулăшу ыйтаççĕ. Ял хушшинчи çул та ванса пĕтнĕ", - терĕ Татьяна Ивановна. "Шкул спортзалĕсене юсамалли программăна "Единая Россия" парти малалла тăсать. Проект хатĕрлесе конкурса хутшăнмалла", - хуравларĕ П.С. Краснов. В.В. Туркай Асанкасси ялĕнче Аслă Отечествăлла вăрçăра пуçне хунă ентешĕсен ячĕпе çĕнĕ палăк лартас ĕçе пикеннине пысăк хак пачĕ, ял-йыш çак ĕçе ниме меслечĕпе туни хăй те сăваплă пулни çинче чарăнса тăчĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429143, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Починок-Быбыть, ул. К.Маркса, д.4
Телефон: 8(83539) 33-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика