04 февраля 2015 г.
Литература çулталăкне Йăлмахвари ял библиотекинче "К.В.Иванов - чăваш поэзийĕн классикĕ" ятпа хаваслă лару-тăрура уçрĕç. К.В.Иванов - чăвашсен çĕнĕ çырулăхĕпе çĕкленнĕ кăйкăр, чăваш поэзийĕн кĕрнеклĕ те çутă çăлтăрĕ пулса юлнă йĕкĕт. Вăл - чăваш литературин классикĕ, сăвă, драма, юмах, куçару ăсти.
Уява уçнă май ял библиотекин библиотекарĕ А.Г.Ефремова малашнехи ĕçри плансемпе, çавăн пекех К.В.Иванов кун-çулĕпе, унăн кĕнекисемпе паллаштарчĕ. Курма пуçтарăннисене Кайнлăк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Г.Кузьмин, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Н.А. Смирнова, ветеран-вĕрентекен Л.М.Абусева саламларĕç. Малашне вулакансен йышĕ тата ỹсессе, çĕнĕ чăваш кĕнекисем тухасса шанса тăнине пĕлтерчĕç. Вулакансем "Чăваш поэзийĕн çутă çăлтăрĕ" презентаципе, "Нарспи" поэмăн видеороликĕпе, кĕнеке выставкипе паллашрĕç.
Йăлмахвари культура çурчĕн ертỹçи Р.В.Смирнова ертсе пынипе ачасем хатĕрленĕ "Нарспи" поэмăн "Çỹллĕ валак пуçĕнче" сыпăкне выляса пачĕç. Поэмăри хăш-пĕр сыпăксене вуларĕç, ĕлĕкхи юрра-ташша шăрантарчĕç. Уйрăмах куракансене çамрăксем вăййа тухнине кăтартса пани килĕшрĕ. Уяв пурте пĕрле "Асран кайми аки-сухи" юрра юрланипе вĕçленчĕ.
Источник: "Каçал Ен"