Кайнлыкский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăсату каçĕ

19 ноября 2014 г.

Октябрĕн 1-мĕшĕнчен кĕрхи призыв пуçланчĕ. Кайнлăк ял тăрăхĕнчен 6 каччă çара кайма тивĕçлĕ пулчĕ. Хирти Мăнтăртан - Сергей Ефимовпа Семен Никитин, Йăлмахваран - Дмитрий Абусевпа Геннадий Алямшин, Дмитрий Иванов, Кайнлăкран - Ганияз Гимальдинов. Ăсату каçне Йăлмахвари культура çуртне халăх чылай пуçтарăнчĕ. Уява культура çурчĕн ертỹçи Руфина Смирнова ертсе пычĕ. Вăл ашшĕ-амăшне çирĕп сывлăх сунчĕ, маттур ачасем çитĕнтернĕшĕн чун-чĕререн тав турĕ. Пулас салтаксен ячĕпе саламласа Кайнлăк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Альберт Германович Кузьмин, Афганистанра çар тивĕçне пурнăçланă Олег Сергеевич Абусев, Йăлмахвари пуçламăш классене вĕрентекен Елена Владимировна Иванова, ял библиотекин библиотекарĕ Альбина Ефремова тата ашшĕ-амăшĕ тухса калаçрĕç. Тăван çĕршывăн пулас хỹтĕлевçисене çар тивĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлама сĕнỹ пачĕç.

Ун хыççăн сцена çине çамрăк артистсем тухрĕç. Çĕршывăн пулас хỹтĕлевçисен ячĕпе илемлĕ юрăсем, сăвăсем шăрантарчĕç, пухăннисен чĕрисене тыткăнларĕç. Анастасия Мироновăпа Оксана Максимова "Салтака каятăпах" сценкăна питĕ килĕшỹллĕн выляса пачĕç. Çак каччăсем службăра йĕркелĕхпе, тăрăшулăхпа палăрса çартан чăн-чăн арçын пулса таврăнаççех. Малалла вĕренсе аслă пĕлỹ илме е пурнăçне çарпа çыхăнтарма та вĕсене чылай çăмăлрах пулĕ. Каччăсем хăйсене хисеп тунăшăн чун-чĕререн тав турĕç, республика, район, ашшĕ-амăшĕ ятне çỹлте тытма, çĕршыва шанчăклă хỹтĕлеме шантарчĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429143, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Починок-Быбыть, ул. К.Маркса, д.4
Телефон: 8(83539) 33-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика