29 октября 2014 г.
Ĕлĕкхи çын хăйĕн пĕрремĕш аталанăвĕнчех çут çанталăк материалĕсемпе усă курнă, вĕсенчен пĕри йывăç пулнă. Йывăçран хуçса илнĕ турат та ĕç хатĕрĕ пулса тăнă. Унпа авалхи этем пиçсе çитнĕ çимĕçсене йывăç çинчен çапса антарса çăмăл апат хатĕрленĕ, çĕр çинче ỹсекен тымар çимĕçе кăларса çиме пуçланă, чĕр чунсене тытса аш-какай тума вĕренсе çитнĕ. Çавăн пекех йывăç çинче карт туса хăварнă, календарь касса паллă тунă. Ку искусствăна йывăçран касса тĕрлени теççĕ. Пỹлĕмсене пỹлнĕ, картлаçсене эрешлесе касса тунă, алăксене, стенасене илемлетнĕ чухне çăка йывăççипе анлă усă кураççĕ хальхи маçтăрсем - йывăçран касса тĕрлекенсем. Нумайăшĕ сад пахчинчи канмалли вырăнсене тĕрлĕ йывăçран касса кăларнă тĕрĕсемпе эрешлет. Йывăçран касса илем тăвакан маçтăрсене ăçта хатĕрлеççĕ?
1991 çулта Йăлмахва каччисем - Александр Григорьев, Альберт Кузьмин тата Николай Михайлов - Хусан хулинчи 16-мĕш ПТУра вĕренсе йывăçран касса тĕрлекен маçтăрсем пулса яла таврăнчĕç. "Знамя" колхоз пуçлăхĕ В.К.Тихонов çамрăксене Йăлмахва ялĕнче ĕçлеме пỹлĕм уйăрса пачĕ, кирлĕ инвентарьпе тивĕçтерчĕ. Вĕсен çумне кỹршĕ ял каччи Николай Тимофеев та хутшăнчĕ. Пĕрремĕш ĕçĕпех вĕсем чапа тухрĕç, колхозри столовăй çурчĕн сăн-сăпатне тĕпрен улăштарчĕç. Хирти Явăшри культура çуртне шал енчен илем кỹчĕç, колхоз кассине укçа-тенкĕпе пуянлатрĕç. Тепĕр пуçлăх колхоза ертсе пыма пуçласан вĕсене салатса ячĕ...
Çак пархатарлă ĕçе Альберт Германович Кузьмин малалла тăсать. Вăл 1991 çулта Йăлмахвари сакăр çул вĕренмелли шкулта йывăçран касса тĕрлекенсен кружокне йĕркеленĕ. Асăннă шкулта çамрăк маçтăр 5 çул вăй хунă. Уроксем хыççăн шкул ачисем хаваспах кружока çỹренĕ, йывăçран тĕрлĕрен япаласем касса кăларма, эрешлеме вĕреннĕ. Акă мĕн каласа кăтартрĕ Альберт Германович кружок членĕсем пирки: "Питĕ тăрăшуллă та пултаруллă ачасемпе ĕçлеме тỹр килчĕ. Андрей Дмитриев, Олег Ефремов, Алексей Зайцев, Герман Зайцев, Михаил Зайцев хăйсен ĕçĕсене питĕ тăрăшса пурнăçлатчĕç. Арçын ачасемпе пĕрле хĕрсем те савăнсах çỹретчĕç: Альбина Албутова, Татьяна Чаржова. Вĕсем яланах туслăччĕ, пĕр-пĕрне пулăшса пыратчĕç".
Кружока çỹренĕ ачасене ятарлă свидетельство парса хавхалантарнă. Паянхи куна çак шкул ачисем ỹссе çитĕннĕ, аслă пĕлỹ илнĕ, хăш-пĕри çемьеллĕ те. Пушă вăхăтра юлташĕсене парнелеме, киленме ывăс, тĕрлĕ чĕр чун кĕлеткисене касса кăлараççĕ. Хăйсене вĕрентнĕ маçтăра тав сăмахĕ калаççĕ, сывлăх сунаççĕ.
Источник: "Каçал Ен"