Кайнлыкский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Маттур та пуçаруллă

24 сентября 2014 г.

Галина Фадеевна Ефремова 1959 çулта Тĕвенеш ялĕнче çуралнă. Пилĕк пĕр тăванран Галина чи асли пулнă. Çавăнпах пулĕ килти ĕç ытларах асли çине тиеннĕ. Маттур, хастар хĕр Çĕнĕ Кипеçри вăтам шкула пĕтерсен хулана çул тытман, тăван ялти колхоза дояркăна вырнаçнă. Мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ỹснĕскер, пур ĕçе те вăр-вар пурнăçланă. Колхозра вăл чи ăста дояркăсенчен пĕри пулнă.

1982 çулта Галина Йăлмахва каччине Валерий Ефремова качча тухнă. Çамрăк мăшăр тĕп килте тĕпленнĕ. Вĕсем виçĕ ывăлпа хĕр пăхса çитĕнтернĕ, тивĕçлĕ воспитани панă. Ефремовсем халĕ мăнукĕсемпе савăнаççĕ.

- Кил-картишĕнче пурнăçламалли ĕç пайтах, фермăна тухса кайсан тепĕр чухне ĕлкĕрме те çук. Килти ĕçсене ытларах хуняма тăвать. Ачасене ỹстерме те вăлах пулăшнă, - тет Галина Фадеевна хунямăшне тав туса  

Хĕрарăм фермăра 38 çул ĕçлет. Çак вăхăтра ĕне те сунă, пăру та пăхнă. Галина Фадеевна пушă вăхăт тупăнсанах алса-нуски, чечексем çыхать. Килĕнче çыхнă тĕрлĕ тĕслĕ чечексен шучĕ те çук. Маттур, пуçаруллă хĕрарăма ял-йыш хисеплет, сума сăвать. Кайнлăк ял тăрăхĕн культура ĕçченĕсем те Галина Фадеевнăн юбилейĕ ячĕпе юрăсем шăрантарчĕç тата та нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх, тулли телей, иксĕлми вăй-хал сунчĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429143, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Починок-Быбыть, ул. К.Маркса, д.4
Телефон: 8(83539) 33-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика