Кайнлыкский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял уявĕнче - сумлă хăнасем

27 августа 2014 г.

Августăн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Вадим Ефимов, РФ Обществăлла палатăн членĕ Альбир Крганов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев Кайнлăк ялне çитнĕ - ял 85 çул тултарнине тата вырăнти мечете тунăранпа 20 çул çитнине халалланă уява хутшăннă. Вĕсем пухăннисене ял уявĕпе саламласа ăнăçу, телей, тăнăçлăх, килĕшỹ суннă. Альбир Крганов республикăра тĕрлĕ наци çыннисем яланах килĕштерсе пурăннине, Кайнлăк ял тăрăхĕнче чăвашсемпе тутарсем туслă пулнине палăртса хăварнă.

Район администрацийĕн ларусен залĕнче Вадим Ефимов ертсе пынипе канашлу иртнĕ. Унта Чăваш Республикинчи мăсăльмансен управленийĕн паянхи условисенчи ĕç-хĕлне сỹтсе явнă, кирлĕ йышăнусем тунă. Унпа пĕрлех вĕсем Урмаел тата Чĕчкен ялĕсенчи мечетсене çитсе курнă, унти ĕç-хĕлпе паллашнă. Чĕчкен ялне çитнĕ хăнасем Чăваш Республикинчи мăсăльмансен тĕн управленийĕн председателĕн çумне Сеидзада Гимаева 80 çул тултарнă ятпа саламланă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429143, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Починок-Быбыть, ул. К.Маркса, д.4
Телефон: 8(83539) 33-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика