23 августа 2014 г.
Людмила Михайловна Абусева 1944 çулхи августăн 24-мĕшĕнче Омск облаçĕнчи Сургучи ялĕнче çуралнă. Унăн ачалăхĕ Хирти Мăнтăр ялĕнче иртнĕ. Çак ялти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Çĕнĕ Кипеçри вăтам шкулта ăс пухать. Каярахпа Хирти Мăнтăр ялĕнчи сакăр çул вĕренмелли шкулта аслă пионервожатăйра вăй хума пуçлать. Нумаях та вăхăт иртмест, Йăлмахва каччипе, Иван Абусевпа, пĕрлешеççĕ, çемье çавăраççĕ. Людмила Михайловна Йăлмахва ялĕнче пурăнма, çак ялти шкулта пионервожатăйра ĕçлеме пикенет.
Ĕçленĕ вăхăтрах Шадринти пединститутра куçăмсăр майпа вĕренет, кĕçĕн классенче вĕрентекенĕн дипломне илет. Унăн пурнăçĕ яланлăхах шкулпа çыхăнать. Пенсие кайичченех шкул хăйĕнчен аякка ямасть пултаруллă пионервожатăя. Шкулта ачасене воспитани парас ĕçсенче, тĕрлĕрен уявсене ирттернĕ вăхăтра вăл яланах малтисен ретĕнче пулнă.
Хама пионера илнĕ тапхăра нихăçан та манас çук. Хĕрлĕ галстуклă пионерсем пулма класĕпех хатĕрлентĕмĕр. Клас ертỹçипе Е.Н.Дмитриевăпа Людмила Михайловна пионервожатăй тĕрлĕрен юрăсем вĕрентрĕç, пионерсен саккунĕсемпе тата тупа сăмахĕсемпе паллаштарчĕç. Пионерсен кунĕ çитсен мана хамăр касра пурăнакан Людмила Албутова хĕрлĕ галстук çыхса ячĕ. Унтанпа нумай вăхăт иртрĕ, пионервожатăя хамăр класс ачисемпе тĕл пулсан яланах аса илетпĕр.
Ун çинчен ырă сăмах çеç çỹрет, ял-йыш хисеплет ăна. Тăван çĕршыв тĕрлĕрен наградăсем парса чысланă Людмила Михайловнăна: "Ветеран труда", "Медаль материнства I, II степени" медальсем, "Победитель соцсоревнования" паллăна 1978 çулта панă, унăн ятне пионерсен организацийĕн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ. 1989 çулта Чăваш Республикинчи учительсен VII, пионер ĕçченĕсен съездĕнче делегат пулнă. Нумай дипломпа Хисеп хучĕ парса чысланă ăна. Тата çакна та каласа хăварасшăн. 1980 çулта "Артек" пионерлагерьте чи лайăх ĕçлекен пионервожатăйсен слечĕ иртнĕ. Чăваш Республикинчен 24 çынна çав слета янă. Пирĕн пионервожатăй Людмила Михайловна та "Артека" кайма тивĕçлĕ пулнă, Хисеп грамотипе таврăннă.
Людмила Михайловна тĕрлеме те, çыхма та питĕ ăста. Шкулта ал ĕç кружокĕ ертсе пынă вăл. Мĕн тĕрлĕ эрешлĕ чĕнтĕрсем, алсиш-нускисем, кофтăсем, калпаксем, шарфсем, çỹçеллĕ тутăрсем çыхма вĕрентмен-ши вăл кружока çỹрекен ачасене! Халĕ те ỹркенсе тăмасть, ялта ирттерекен ал ăстисен выставкисене çыхнă ĕçĕсене тăратать. Хитре тапочкисем, çеçкесем, кăмпасем куçа илĕртеççĕ. Ялти библиотекăра ирттерекен культура мероприятийĕсене те Людмила Михайловна хастар хутшăнать. "Çăварни", "Аннесен кунĕ", "Питрав" уявсем вăл хутшăнмасăр иртмеççĕ тесен те юрать.
Паянхи кун ачисем, мăнукĕсем, мăнмăнукĕсем манмаççĕ асламăшне, кукамăшне. Вĕсем яланах килсе çỹреççĕ. "Эпир санпа мухтанатпăр, эсĕ пурришĕн чунтан хĕпĕртетпĕр. Нумай-нумай çул пурăн пире савăнтарса, ырă кăмăлушăн çĕре çити пуç тайса тав тăватпăр сана",- теççĕ вĕсем.
Источник: "Каçал Ен"